Праçникре ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тăваççĕ, маттуррисене палăртса Центросоюзăн, Чăвашпотребсоюзăн тата вырăнти райпон Хисеп хучĕсене парса чыслаççĕ

Çитес шăмат кун Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне паллă тăвăпăр. Комсомольски райповĕ çак куна анлăн, районта пурăнакансемпе пĕрле уявлассине юлашки çулсенче йăлана кĕртрĕ. Праçникре ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тăваççĕ, маттуррисене палăртса Центросоюзăн, Чăвашпотребсоюзăн тата вырăнти райпон Хисеп хучĕсене парса чыслаççĕ. Çак йăлана кăçал та малалла тăсасшăн. Ара, уявлама сăлтавĕ те пур, мĕншĕн тесен пирĕн кооператорсем çулсеренех аван ĕçлесе пыраççĕ, Чăваш Енре малтисен йышĕнче шутланаççĕ. Çакна вĕсем çĕнсе илекен наградăсем те çирĕплетеççĕ. Акă, 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăра пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче Комсомольскисем иккĕмĕш вырăн йышăннă, Чăвашпотребсоюзăн куçса çỹрекен вымпелне тивĕçнĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче те çитĕнỹсем пур. Хатĕрлев ĕç-хĕлĕпе иккĕмĕш, çĕр улми, пахча çимĕç туянассине лайăх йĕркеленĕшĕн, кондитер изделийĕсем туса кăларассипе потребкоопераци организацийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сĕт туянассипе, йăла пулăшăвĕсемпе виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕрремĕш çур çулăн тата çулталăкăн кăтартăвĕсемпе те ентешĕмĕрсем чи маттуррисем пуласса шанас килет.

       Уяв тума тепĕр сăлтав та пур. Кăçал райпошăн ахаль çул мар, юбилей çулталăкĕ. Тăван районăмăрăн тантăшĕ вăл. Çамрăк Комсомольски районĕ никĕсленсен 1939 çулта райпо системине те йĕркелесе янă.

       Райпо совечĕн председателĕпе Евгений Карпеевпа çитĕнỹсем мĕнпе туптанни пирки сăмах пуçартăм.

     - Малашлăха курса тĕплĕн ĕçленĕрен, çĕнĕ технологисене çул панăран, халăхăн кăмăл-туйăмне пĕлсе тăнăран, тĕрлĕ программăна ăнăçлă пурнăçланăран, аталану çул-йĕрне хăватлантарма вун-вун миллион тенкĕ хывнăран пурнăçпа тан ĕлкĕрсе пыма май килет, - хуравларĕ Евгений Иванович. Çак сăмахсен чăнлăхне райпо магазинĕсене кĕрсен хамăр та куллен курса ĕненетпĕр. Магазин çурчĕсене тĕпрен юсаççĕ е купалаççĕ, вĕсем хуларинчен пĕртте кая мар. Кăçал акă халăх "симĕс магазин" тесе калаканскерне тĕпрен юсанă, унта хăтлăх кĕртнĕ. "Весна" ресторанăн, суту-илỹ çурчĕн фасачĕсене çĕнетнĕ, унта та кунта асфальт, брусчатка сарнă тата ытти те.

       Самани хăвăрт улшăнса пырать те, районти кооператорсем те унран пĕр утăм та юласшăн мар. 2013 çулта ултă магазина автоматизациленĕ, кăçал вĕсен çумне тата 4 хутшăнмалла. Ĕçе капла йĕркелени товароведсен, сутуçăсен ĕçне çăмăллатать, мĕнле тавара ытларах туяннине пĕлме, заявка пама ансат иккен. Халь ял çынни тỹлевсенче банк карточкисемпе е кредит майĕсемпе ытларах усă курма пуçларĕ. Кунсăр пуçне райпо таварсене йỹнетсе сĕнекен тĕрлĕ акци ирттерни те - çĕнĕлĕх. Тĕп бухгалтертан Светлана Кокоревăран кăçалхи январь -май уйăхĕсенче райпо епле ĕçленипе паллаштарма ыйтрăм. Кăтартусем çакнашкал. Пилĕк уйăхри ваккăн суту-илỹ çаврăнăшĕ 194483,4 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шутран апат-çимĕç продукчĕсене 106161,9 пин тенкĕлĕх сутнă. Обществăлла апатлану тỹпи те пĕчĕкех мар, 22548 пин тенке яхăн. Ытти сферăсем те аван ĕçлесе пыраççĕ, сĕт, аш-какай, пахча çимĕç туянаççĕ, халăха тĕрлĕ пулăшусем параççĕ. Автозаправкăран та машинăсем татăлмаççĕ, кунти территорине çĕнĕрен асфальт сарнипе кĕрсе тухма меллĕ.

      Коллектив ăнăçлă ĕçлесе пырасси производство процесне вăхăт ыйтнă пек хатĕрлесе çитернинчен, кадрсен ăсталăхĕнчен килет-тĕр. Акă, тĕп бухгалтер С.Ф.Кокорева пĕр вырăнта 37 çул, З.А.Коротина бухгалтер 40 çул ытла вăй хураççĕ, çак хушăра потребкоопераци тытăмĕнче вĕсем татса паман пĕр ыйту та юлман пуль. Аслисем хăйсен опытне çамрăксене те вĕрентсе пыраççĕ, тивĕçлĕ кадрсем хатĕрлеççĕ.

      Райпо ертỹçисем ĕçре хисеп çĕнсе илнисене те палăртса хăварчĕç. "Трактир" столовăйăн (М.Федорова), Тукайри, Вăрманхĕрри Чурачăкри, Хирти Сĕнтĕрти куллен кирлĕ таварсен магазинĕсен (М.Курицына, Г.Никитина, Т.Ченакина), Хырай Ĕнелти "Стройхозтовары" (А.Александрова), суту-илỹ çурчĕн (И.Кочанова), çăкăр завочĕн (Ф.Абитов) коллективĕсем хăйсене панă плансене уйăхсерен пурнăçласа пыраççĕ, тавар çаврăнăшне пĕрмаях ỹстереççĕ. Ĕçре хастаррисем татах та пур, пурне те асăнса пĕтереймĕн. Кашниех хăйĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа тума тăрăшать, райпон халăх хушшинчи социаллă миссине çỹлти шайра пурнăçлать.

     - Ентешĕмĕрсене Пĕтĕм тĕнчери кооператорсен уявĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей те юрату сунатăп. Районти потребительсен обществипе вырăнти халăх, предпринимательсем, пайщиксем хушшинчи çыхăну куллен çирĕпленсе пытăр. Район çыннисене вара июлĕн 4-мĕшĕнче райцентрти культура паркне йыхравлатпăр, - вĕçлерĕ калаçăва Евгений Иванович.

      Эпир вара Комсомольски райповне çăмăл мар саманара, конкуренци условийĕсенче малалла та çирĕппĕн аталанма, малашлăха пысăк шанчăкпа пăхса талпăнма сунатпăр.



04 июля 2014
11:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter