Телейлĕ çул сире, ачасем…

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 6-мĕшĕччен Чăваш Республикинче тулай чăвашĕсен ачисем канчĕç. Чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашрĕç. Пултарулăх лабораторийĕсенче, ăста урокĕсенче ачасем чăвашла калаçу хăнăхăвĕсене аталантарчĕç, чăваш халăх сăмахлăхĕпе, хальхи юрă-ташăпа, ал ăсталăхĕпе паллашрĕç.

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Самара, Ульяновск, Саратов, Оренбург, Тюмень, Пенза облаçĕсенчен, Мускав хулинчен тата Белоруси çĕршывĕнчен килнĕ ывăл ачасемпе хĕр ачасем „Эткер” сменăпа сывпуллашрĕç. Вĕсене ырă сунса çак программăна йĕркелекенсем Вĕренÿ, Культура, Сывлăх министерствисен тата Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсем тухса калаçрĕç, ăнăçу сунчĕç. Яланах хастар та пултаруллă пулма сĕнчĕç.

Сывпуллашу концерт программипе вĕçленчĕ, ачасем хăйсен ăсталăхне сцена çинче кăтартса пачĕç. Сывпуллашу юрри вара пурин  чĕрине те тиврĕ.

„Эп манас çук çак кунсене, çак куçсене, хам туссене”, - тесе юрларĕç ачасем. Вĕсем куççулĕсене пытармарĕç, пĕрне-пĕри нихăçан та манмасса, çыхăну тытасса шантарчĕç.

Кĕске кунсем хушшинче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăннă чăваш ачисене пĕр çемье пек пурăнса туслашма май туса панăшăн тавах сана, ”Эткер” ушкăн! Тĕплĕнрех

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



08 июля 2014
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter