Муркаш районĕ: Оринин Культурăпа информаци центрĕ çумĕнчи «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ Тутар республикинчи Нурлат чăвашĕсем патĕнче хăнара пулнă

Чăннипех хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илчĕç пире аякри чăвашсем.

2014 çулхи утă уйăхĕн 4-6 кунĕсенче пирĕн аслă çĕр-шывăн тепĕр кĕтесĕнче Тутар республикинчи Нурлат, Пÿлер, Пăлхар хулисенче пулса курчĕ 35 çынтан тăракан ушкăн (Ку ушкăн пĕлтĕр Пушкăрт республикинчи чăвашсем патĕнче пулнăччĕ).

         Пин çухрăма яхăн çула çемçе креслăллă автобус 8 сехет хушшинче çĕнтерчĕ. Çул такăр, çанталăк çумăрлă пулни те чăрмав мар.

         Нурлат - Тутар республикинчи чăваш районĕ: кунти халăхран 80 % - чăваш.

         Уяв вырăнĕ пысăк лапамра вырнаçнă. Çÿллĕ стеллăсене тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе капăрлатнă, хапха умĕнче пысăк çавра çăкăр, кашни кĕтесре уяв ячĕпе саламланă лозунгсем, капăр чăваш тĕррисемпе эрешĕсем.   Хăнасем хушшинче Пушкăртстанран, Пермрен, Оренбургран, Саратовран, Тюменрен, Эстонирен тата ытти нумай çĕртен килнисем те пур. Муркаш районĕнчен вара «Орин ен» тата «Екрем» халăх ушкăнĕсем пулчĕç.   Çĕр каçма пурне валли те вырăн хатĕрленĕ, камăн ăçта каймаллине палăртса хунă.

       Пирĕн ушкăна Якушкино ялне илсе кайрĕç. Салдакаево ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Хамидуллин Х. Х. ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ялти пуçламăш шкул столовăйне чĕнчĕ, вĕри те техĕмлĕ апатпа хăналарĕ.

       Каçхине 8 сехетре «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ тата «Шуракăш» ташă ушкăнĕ куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.  Залра ларакансем кашни юррах, кашни ташшах кăмăлласа йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç.

       Уявăн иккĕмĕш кунĕ те питĕ анлă иртрĕ.    Сцена çинче кашни ушкăн, вĕсем хушшинче паллă чăваш артисчĕсем, хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç, тĕлĕнтерчĕç.

       «Орин ен», «Шуракăш» ташă ушкăнĕсем диплома тивĕçрĕç. Ку питĕ хаваслă самант!

Уяв концерчĕ кунĕпех янрарĕ.

       Каçхине эпир Пÿлер хулине экскурсине кайрăмăр. Пÿлер – авалхи чăвашсен хули. Халĕ кунта сиплĕ çăлкуç, кану вырăнĕ, 500 картлашкаллă ту тăрринче 40 хĕре асăнса лартнă чул кÿлепе пур.

       Канма килнисем валли кунта пурте пур. Сиплĕ çăлкуçран шыв илсе сапăнмалли пÿлĕмсем, шашлык тума, апат пĕçерме вучах, вырнаçса ларса хăналанмалли «кăмпа» айĕнчи сĕтелсемпе саксем.

       Сывлăшĕ кунта çав тери уçă, сиплĕ, çавăнпа канакансем те йышлă.

       Çак  ырлăхпа киленнĕ хыççăн Палхар (Болгар) хулине çул тытрăмăр.

Пăлхар хули – авлхи пăлхарсен, е пирĕн несĕлсен хули. Халĕ кунта археологсем нумай ĕçлеççĕ. Куç умĕнче минарет, икĕ мавзолей, мунча пулнă вырăн, хура палата (е суд тумалли çурт), хăнсен кĕрменĕ. Экскурсовод пире питĕ тĕплĕн 2 сехет хушши авлхи пăлхарсен пурнăçĕ çинчен карттăсемпе, музейри тĕрлĕ экспонатсемпе усă курса кăтартса каласа пачĕ.   Унтан  эпир Атăлта шыва кĕтĕмĕр, Атăл илемĕпе килентĕмĕр.

      Хăнара аван, килте лайăхрах. Утă уйăхĕн 6 –мĕшĕнче, ирхине Тăван çĕр-шыва, Муркаш тăрăхне çул тытрăмăр.

 



08 июля 2014
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter