Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Ҫак тӗлӗнмелле ырӑ та ҫутӑ уяв ҫын чун-чӗрин чи паха енӗсене сӑнарлать.

Ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсем. Чӑваш Енре ҫураласлӑха хавхалантарма хушма майпа федерацин тата республикӑн амӑшӗн капиталӗсене, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн пособи, ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма субсидисем тӳлетпӗр. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса паратпӑр, ача сачӗсем тумалли программа ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать.

Йышӑннӑ мерӑсем хӑйсен тухӑҫлӑхне ҫирӗплетсе пачӗҫ. Юлашки икӗ ҫулта республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент пысӑкланчӗ, халӑх йышӗ хӑй халлӗн ӳсесси  2013 ҫулта 1027 ҫынпа (1000 ҫын пуҫне +0,9%) танлашрӗ. Сирӗнпе пӗрле тӑвакан ӗҫӗмӗр обществӑри ырӑ туртӑмсене сыхласа хӑварма пулӑшать. 

Пирӗн мӑн асаттемӗрсем: «Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, тату пурăннине мĕн çитĕ?», – тенӗ. Хӑҫан та хӑҫан кашни ҫемьерех телейпе ытлӑх-ҫитлӗх, пӗр-пӗрне хисеплени тата юрату хуҫаланӗ, кашни килтех ача-пӑчан хаваслӑ кулли янӑраса тӑрӗ, ҫавӑн чухне пирӗн общество ҫирӗп, патшалӑхӑмӑр вара вӑйлӑ та тӗреклӗ пулӗ!

Сире ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫлӑхпа юрату, телейпе ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     М.В. Игнатьев



08 июля 2014
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter