Вăрнар районĕ: Ярмушка ял тăрăхĕнче «Ял уявĕ» иртрĕ

Ҫак кунсенче Кушар-Юнтапа ялĕнчи культура ҫурчĕ умĕнче Ярмушка ял тăрăхĕнче ҫулран-ҫулах иртекен «Ял уявĕ» иртрĕ. Уява хатĕрленсе, артистсене юрласа – ташласа савăнма сцена, куракансене ларма саксем, вĕри шўрпепе хăналама сĕтелсем, саксем хатĕрлерĕҫ. Тĕрлĕ тĕслĕ вĕлкĕшекен ялавсем, шарсем уяв вырăнне илемлетрĕҫ. Ача-пăча теттисемпе, пылак шывсемпе, ҫимĕҫсемпе суту тăвакан лавккасем ҫывăхĕнчен те туянакансем татăлмарĕҫ. Алă ĕҫĕсен, сăн ўкерчĕксен куравĕсен умĕнче те уява пухăннă хăнасем тĕлĕнсе, ытараймасăр нумайччен киленсе пăхса тăчĕҫ.

Уява Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров уҫрĕ, тивĕҫлисене тав хучĕсемпе, ҫырăвĕсемпе чысларĕ.Вăрнар район администрацин ҫумĕ Н.П.Петров, район депутачĕ Г.П.Спиридонов, ял администрацин депутачĕ В.Н.Анисимов уява килнисене саламларĕҫ, ăшă сăмахсем каларĕҫ. Уяв программине ертсе пыракансем: Алена Спиридоновăпа Александр Иванов - уява ирттерме укҫа-тенкĕрен пулăшнă ҫынсене ятран асăнса тав сăмахĕсем каларĕҫ. Уйкас-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўсне Л.Б.Ракова, С.М.Сотникова, пĕр тăван А.И.Федотовпа Ю.И.Федотова тата ыттисене те Юнтапа тăрăхĕнче туса ирттернĕ юсав ĕҫĕсенче пысăк пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каларĕҫ.

Кушар-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўснĕ В.И.Перепелкин та уява пушă алăпа килмен. Вăл ялти клуба сарлака экранлă монитор парнелерĕ. Концерт программине Ярмушкари ветерансен «Утмăлтурат» ушкăн «Алран кайми, аки-сухи» юрăпа уҫрĕ. Юрă пуҫлансанах пуҫтарăннă халăх ура ҫине тăчĕ. Малалла уява вырăнти халăх фольклор ушкăнĕсем «Шурăппуҫ», «Чашма», Уйкас-Юнтапа, Кушар-Юнтапа ялĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕсем, Авшак Элмен, Кивҫурт-Мăрат ялĕнчи шкул ачисем, килнĕ хăнасем уява тăсрĕҫ.



08 июля 2014
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter