Муркаш районĕ: асамат кĕперĕн кашни тĕсне аса илчĕç

 Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе Çемьепе, юрату тата шанчăклăх кунне уявлаççĕ. «Золушка» ача сачĕнче те çак кун пысăк уяв иртрĕ. Мероприяти ача сачĕн территорийĕнче, асфальт сарнă площадкăра иртрĕ. Уява хатĕрлекенсем ача сачĕн территорине тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе капăрлатнă. Уява сада çÿрекен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем те хаваспах хутшăнчĕç.

   Кириена Игоревна Григорьева çамрăк воспитатель, шăпăрлансене интереслĕ вăйăсем выляттарчĕ. Унпа пĕрле Нелли Валерьяновна Иванова, Маргарита Анатольевна Воробьева воспитательсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем валли хаваслă конкурссем ирттерчĕç. Ачасем пысăк мальберт çине тĕрлĕ тĕслĕ асамат кĕперĕ ÿкерчĕç. Асамат кĕперĕн кашни тĕсне аса илчĕç. Çемье кунне халалласа ачасем сăвăсем те каларĕç. Вĕсене куракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех воспитательсем ачасен ашшĕ-амăшĕсене ватман хучĕсем çине хăйсен пепкисен юратнă теттисене ÿкерме сĕнчĕç, ачасем те хăйсене килĕшекен теттесене  ÿкерчĕç. Амăшĕсен ÿкерчĕкĕсене ачасен ÿкерчĕкĕсемпе танлаштарсан вара пурин те пит çинче савăнăçлă кулă çуралчĕ.

      Вăйă-конкурссем хыççăн ачасем хаваслă юрă-кĕвĕ çеммипе ташларĕç. Хаваслă уяв техĕмлĕ чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Çемье уявне хутшăнакансем асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.   Пурне те çемье кунĕ ячĕпе саламлатпăр!



09 июля 2014
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter