Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пурĕ 19 ыйту пăхса тухнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн доклатĕнче Чăваш Ен экономикине ют çĕр-шывсенчен инвестици явăçтарас енĕпе саккун проектне тăратнă. Ют çĕр-шывсенчен килекен пуян çынсене инвесторсене валли инвестициллĕ приоритетлă проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Республикин патшалăх гарантине,  конкурса тĕпе хурса, пĕр шай условисем,  налуксем тӳлессипе те льготăсем йĕркелесе парассине шантарать. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсен йĕркипе килĕшӳллĕн çĕр лаптăкĕсене, тĕрлĕ куçман пурлăхсене туянма пултараççĕ е тата аренда шучĕпе ĕç хучĕсене йĕркелеме майсем пур.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи – Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки асăннă. Асăннă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре Тава тивĕçлĕ эколог ята  илме май пулĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çут-çанталăка упрасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнине асăннă. Çакнашкал хисепе тивĕçесси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ĕçлев сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă, пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче, юлашки вунă çулта Чăваш Енре производствăра айăпланнисен хисепĕ куç кĕретех 1,9 хут чакнине каланă. Паллах,  çынсем ытларах строительство, ял хуçалăх ĕçĕсенче айăпланаççĕ. Çул-йĕрсем çинче те инкексем пулни пăшăрхантарать, тепре чухне ĕç йĕркине пăхăнманни те сисĕнет.  Производство ĕçĕнче вилнĕ 18 çынран,  9-шĕ ӳсĕр пулнă. Республика Пуçлăхĕ ыйтăва сӳтсе явнă май, пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Енре çав-çавах лару-тăру аван пулнине каланă, анчах та ыйтăва куçран вĕçертмелле юраманнине каласа хăварнă, ĕçпе тивĕçтерекенсен ĕç нормине пăхăнмаллине çирĕппĕн асăрхаттарнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков 2014 çулта нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсене çурт-йĕрсем лартмали вырăнсенче инфратытăмăн инженери объекчĕсене хăпартса лартма республика бюджетĕнчен  уйăрнă укçа-тенкĕсем çинчен пĕлтернĕ. Министрсем, транспортсене техосмотр кăларма йĕркеленĕ ĕçĕсен хакĕ кăштах ӳсни çинчен калаçнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ  Сергей Павлов хăйĕн доклатĕнче 2013-2020-мĕш çулсенче ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Чăваш Республикин патшалăх программине кĕртме йышăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Программа ĕçленĕ чухне пурĕ патшалăх енчен  61,8 млрд.тенкĕ пулăшу пулĕ. Программăна çĕнĕ икĕ пай кĕртме палăртаççĕ.  Пĕри вăл – пысăк производствăлла ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, тепри – ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсене пурлăхпа техника базине çĕнетсе вăйлатма пулăшу кӳресси. 2014 çулта ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен вăтамран ĕç укçин шайĕ 10 700 тенкĕпе танлашнă. Паллах, асăннă кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан сахалрах. Республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствине ĕç укçин кăтартăвĕсене тепĕр хут лайăх пăхса тухма хушса хăварнă. Паян аграри тытăмĕнче  ĕç пахалăхĕн шайĕ куç кĕретех ӳссе пырать. 2014-2020 çулсене валли йышăннă Чăваш Республикинче культурăпа туризма аталантарас патшалăх программине те çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Программăна пурнăçа кĕртме хушма укçа 45037,9 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов аслă шкулсен эффективлăхĕсем çинчен чарăнса тăнă. Палăртнă ыйтупа РФ Вĕренӳ министерстви ятарласа мониторинг ирттернĕ. Пурĕ Чăваш Енрен мониторинга 5 аслă шкулпа 15 филиал кĕнĕ. Вĕсенчен икĕ аслă шкул самай ыттисенчен эффективлăх енĕпе мала тухнă. Вĕсем: И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, тепри И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕ.



09 июля 2014
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter