Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă

 Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă. Районти ял поселенийĕнче клуб ĕçĕпе паллашнă.  Нумаях пулмасть, асăннă объекта Шупашкар район администрацийĕ уйăрнă грант пулăшăвĕпе тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Палăртнă ял тăрăхĕ район шайĕнче «Акатуй» уявне ирттерме конкурса хутшăнса малти вырăна тухнă пулнă. Юсав ĕçĕсене ирттермелли проектăн хакĕ 1,9 млн. тенкĕпе танлашнă.   Клубра 80 çын вырнаçмаллăх ятарлă уйрăм хатĕрленĕ, унăн лаптăкĕ 135 кв.м. Клубăн ĕçне юсав ирттернĕ чухне ялта пурăнакансем  ĕçлесе пулăшма хаваспах кăмăл тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти пасара çитсе курнă. Ял хуçалăхĕнче туса илнĕ таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Çĕнĕ тухăçран тăратнă курав пурин кăмăлне те уçса янă. Пирĕн тăрăхра калăпланакан таварсем ют çĕр-шывсенчен нимĕнпе те улшăнса тăманнине палăртнă пуçтарăннă хăнасем. Çак шухăша ялта пурăнакансем те хаваспах çирĕплетнĕ. Хыркасси ялĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырма ĕçĕпе паллашнă.  «Агрофирма «Ольдеевская» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн «Герой» уйрăмĕнче уй-хир ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ. Кăçалхи çул акса хăварнă  çĕрсен лаптăкĕ 1280 га танлашать. (2013 çулхипе илес пулсан – 109,6 процент). «Агрофирма «Ольдеевская» предприятийĕн генеральнăй директорĕ Евгений Беликов хăйĕн сăмахĕнче вырма ĕçĕсем куллен аван пынине асăннă,   тухăç самай лайăх пулнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пуян тыр-пул илме май килнишĕн мăнаçланмалла, - тенĕ. Çакнашкал тĕслĕхлĕ ĕçлесе пыракансене, патшалăх кирлĕ пек пулăшу пама яланах хатĕр пулнине каланă. Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче Пысăк Чигирь ялĕнче тĕслĕхлĕ фельдшерпа акушер çуртне хута янă. Асăннă объектра 1,8 млн. тенкĕ ытла укçа тăкакланă. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Сывлăха пăхса тăракан çурта кӳршĕллĕ виçĕ ялтан 338 çын çӳрĕ. Республика Пуçлăхĕ ФАПри уйрăм пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, çывăхри ялсенчен килнĕ çынсемпе  тĕл пулса калаçнă. Хыççăн республика Пуçлăхĕ çĕнĕ Атлашри «Птицефабрика Акашевская» ОООри производство ĕçĕпе кăсăкланнă. Марий предприятийĕ производствăн çуртне пĕтĕмпех туяннă. Шупашкар районĕнче çĕр лаптăкĕсене пурĕ 135,6 млн. тенкĕллĕх илнĕ. Чăх-чĕпе тирпейлемелли линин ĕçне реконструкци тунă. Сехетре  предприятире 3700 кайăк-кĕшĕке пусса тирпейлеме май пур. Чăнласах та предприятинче  ĕçсене кирлĕ пек тĕплĕн пурнăçлани сисĕнет. Чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ   Николай Криваш пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ кайăксене валли 21 ятарлă вырăн хатĕр пулнине асăннă.  Унсăр пуçне тата та 5 объекта хута яма палăртса хуни пирки пĕлтернĕ. Чăх-чĕп уйрăмĕсене ятарласа модернизацилеме тата хăш-пĕр уйрăмсене реконструкци ĕçĕсене туса ирттерме 500 млн. тенкĕ патнелле тăкакланнă. Мĕн пур цехсенчен çулталăкне чăх-чĕп аш-какайне 19 пин тонна тирпейлесе кăларнине пĕлтернĕ. Предприятинче пурĕ 280 çын валли ĕç вырăнĕ пур, халлĕхе кунта 270 çын вăй хурать. Предприяти малалла аталанма пысăк тĕллевсем лартать.  Тепĕр инвестици проектне пурнăçа кĕртсен, тата та 158 çынна ĕçпе тивĕçтерме май парасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех палăртса хăварнă ертӳçĕ. «Пиллĕк çул каялла кунта пĕтĕмпех арканнă вырăн пулнă. Çынсене валли ĕç те, чăх-чĕпĕ те пачах пулман. Паян предприяти кĕрлесе тăрать. Унăн пуласлăхĕ те куç кĕретех пурне те савăнтарать. Асăннă ушкăн Чăваш Енре çеç мар Марий   Эл тăрăхĕнче те аван ĕçлет. Вĕсем, пахалăхĕ енчен кирлĕ пек шайра таварсене тирпейлесе кăлараççĕ», - тесе хăй шухăшне палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Районти объектсене пăхса çаврăннă хыççăн, республика Пуçлăхĕ муниципалитетăн социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме районăн активĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Ĕçе Шупашкар районĕн активĕ, вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Пурĕ районта 172 ял, вĕсенче 184 старостăна шута илнĕ. Çак ĕçсене тĕрлĕ професси çыннисем хăйсен кăмăлĕпе ĕçлеме кăмăл тунă.   Каламасăрах паллă, çынсен çулĕсем те тĕрлĕрен, вĕсенчен чи асли 87 çулта. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çакнашкал тĕл пулусем йĕркелесе ирттерни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Старостăсем те пĕр-пĕринпе тĕл пулса хăйсен хуйхи-суйхине каласа пама, пуян опытпа паллашма пултараççĕ. Республика Пуçлăхĕ мал ĕмĕтлĕ хастар çынсене, хăйсен ирĕкĕпе ял пурнăçĕшĕн, кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хурса ĕçленишĕн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Шупашкар хулин социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе вырăнти администраци пуçлăхĕ  Георгий Егоров тĕплĕн паллаштарнă. Çавăн пекех хăш-пĕр ыйтусемпе администрацийĕн пай пуçлăхĕсем те тухса калаçнă. Калаçура куллен тухса тăракан актуаллă ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Халăх хăйсене кăсăклантаракан нумай ыйтăва тăратнă. Канашлура чи лайăх ĕçлесе пыракан старостăсем район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Тĕрлĕ ялсем хушшинче ирттернĕ чи лайăх староста конкурсра çĕнтернисене дипломсем тата асăнмаллă парнесем парса хавхалантарнă.

Тĕплĕнрех



01 августа 2014
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter