Елчĕк районĕ: йĕтемре те ĕç шавĕ лăпланмасть

«Колос» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем хирти тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртессишĕн вăй-халĕсене шеллемеççĕ, çанталăкăн кашни сманчĕпе туллин усă кураççĕ.

     Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте Абрамов Федя, Зайцев Алеша комбайнерсем уйрăмах тăрăшуллă. Çак вăхăтчен  хăйсе çирĕплетсе панă «Дон» комбайăнпа 1219 центнер кĕрхи тулă çапса тĕшĕленĕ. Çĕнĕ «Вектор» комбайăна Андреев Алешăпа Уткин Юркана шанса панă. Вĕсем паянхи куна  539 центнер тĕш-тырă çапнă. Миша Зайцев «Зил» автомашинăпа комбайнсем патĕнчен йĕтеме 1062 центнер тĕш тырă турттарнă. Чук тунă çĕрте Зайцев Валерий механизатор тăрăшуллă.

      Йĕтемре те ĕç шавĕ лăпланмасть. Тĕш-тырă алласа тасатакан комплекс тата ытти агрегатсем чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлеççĕ. Хĕру ĕççи вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕсене çĕнĕ хаçат-журналпа, районти хыпар-хăнарпа, вырмари çĕнĕлĕхсемпе культура ĕçченĕсем   паллаштарсах тăраççĕ.



01 августа 2014
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter