Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

 Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Çак кун социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсем ыйтупа канашлу иртнĕ. Ĕçе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем Сергей Павлов, Владимир Аврелькин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Генрих Васильевичпа Александр Никаноров, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов тата муниципалитет активĕ хутшăннă. Влаçа халăх шанасси, пур шайри çынсем те эффективлă  ĕçленинчен пĕтĕмпех килет, - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсем ытларах халăх патне çывăх тăраççĕ. Çавăнпа та çынсене пăшăрхатаракан, кăсăклантаракан ыйтусене çийĕнчех татса парассипе тимлĕн ĕçлемеллине палăртнă Пуçлăх. «Халăх сĕт хакĕ пĕчĕк пулнишĕн кулянать. Калăпăр, хăш-пĕр ялсенче 11 тенкĕпе, тепĕр ялтах 13 тенкĕ сĕте пуçтараççĕ. Çынсем, хăйсем кама сĕте сутнине те пĕлмеççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсен лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăмалла, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшмала. Енчен те сĕт пухакан предпринимательсем хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаççĕ пулсан, вĕсене те  итлеттермелле», - тенĕ. Вăрмар районĕн социаллă экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ  Константин Никитин тĕплĕн паллаштарнă. Тухса калаçакан министрсем,  муниципалитетра çĕрсемпе эффективлă усă курса ĕçлеменнине палăртнă. Çĕрсене конкурс йĕркелесе ирттермесĕрех  çынсене арендăна панине палăртнă. Вăрмар район администрацине усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме сĕнсе хăварнă. Çĕрсемпе усă курнă арендаторсенчен, парăмсене суд йĕркипе шыраса илме каланă. Ĕçлĕ визита пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев граждансен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, ĕçĕн пахалăхне ӳстерсе пырса, эффективлăрах ĕçлеме хушнă.  «Çирĕм çул каярах пурăннипе танлаштарсан, паян районăн сăн-сăпачĕ чăнласах та ылмашăннă. Енчен те малашне те кăтартусене лайăхлатса пырас тесессĕн, сирĕн нумай вăй хума тивет. Ял ĕçченĕн хисепне çӳллĕ шая хăпармалла. Паянхи пурнăçра унăн чыслă ячĕ модăна кĕрсе пымалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех, пухăннă çынсене, Мускавран килнĕ çыравçăсем, литература критикĕсем Чăваш Ен çинчен ырăпа асăнни çинчен, хыпара каласа кăтартнă. «Пирĕн мĕн пуррине упрама пĕлмелле. Халăх ырă кăмăллă та ĕçчен, чунĕ та яланах таса», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Ырă ĕçшĕн Вăрмар халăхне тав тунă, хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçласси пирки шанса каланă Пуçлăх. Тĕплĕнрех

 



01 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter