Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнче çĕнĕ шкул патне çитме çĕнĕ çул сарса хута янă

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ, Аслă Пинер ялĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул патне илсе пыракан çула торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Пĕр çухрăма яхăн тăсăлакан автомашина çулне хута яма 29 млн. тенкĕ ытла  республика бюджетĕнчен, 1 млн. тенкĕ ытларах вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ куçарнă пулнă. Пухăннă ял çыннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулталăк каялла кунта çĕнĕ шкул хута янине асăннă, паян вара шкул патне выртакан автомашина çулĕ хута яни те пысăк пулăм. «Яла аталантарас тĕлĕшпе, программăсене пурнăçа кĕртме патшалăх енчен пысăк пулăшу куçать. Ялта пурăнакансене валли пурнăç условине кирлĕ пек лайăхлатма тăрăшаççĕ. Ялта пурăнакансен кăмăлĕ ырă енне улшăнса пыни, куç кĕретех пурне те савăнтарать. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – ытларах сывă та йĕркеллĕ пепкесем çут тĕнчене парнелесси, пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата ăнланса пурăнасси,  таçтанах  çирĕп алăллă хуçа пурăни курăнтăр тесе, таврана илем кӳресси, хамăр пурăнакан вырăнсенче пĕтĕмпех тирпейлĕхе тытса пырса, чечексем лартса, ешертесси», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Шихабыл ял поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Шуйский, хăйĕн сăмахĕнче, Республика кунĕ умĕн пĕр ялтан пуçласа тепĕр палăртнă ял таран çĕнĕ çул сарса хута яни пирки аса илнĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче ял поселенине аталанса пыма 180 млн. тенкĕ пулăшу парса тивĕçтернине палăртнă. Вырăнта пурăнакан халăх, республика Пуçлăхне çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнишĕн, хăйсен савăнăçне пытармасăр, чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. Арапуç ял тăрăхĕнчи Владимир Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче республика Пуçлăхĕ вырма ĕçĕпе кăсăкланнă. Кăçалхи çул хуçалăх кĕрхи культурăсене 540 га çинче, çурхисене – 2180 га çинче акса хăварнă. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра вырма ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ, вăтамран тухăçа пĕр гектартан 25 ц пухса кĕртеççĕ.  Кĕрхи тулăна 150 га çинче çулса типĕтнĕ, 375 тонна тырă хатĕрленĕ. Ивановăн КФХ кăçал 5 млн. тенкĕллĕх грант çĕнсе илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарас тĕлĕшпе илнĕ программа укçипе мăйракаллă шултра выльăх 100 пуç илме палăртса хунă. Арапуç ял тăрăхĕнче сĕт хакĕ 13 тенкĕрен те аялла чакни сисĕнет. Республика Пуçлăхĕ кунти халăха сĕте пĕчĕк хакпа сутмалла маррине палăртса каланă. Вăрмар районĕнче Михаил Игнатьев «Светлана» ООО пĕрлешĕве те çитсе килнĕ. Кунта рабочийсене валли ятарлă тăхăнмалли тумтир тата çывăрмалли вырăнсене валли тĕрлĕ простынь çĕлеççĕ. Предприятинче 68 çын вăй хурать, вĕсен шалу укçи вăтамран 14500 тенкĕпе танлашать.  Çак палăртнă предприяти  2010-мĕш çулта 250 пин тенкĕллĕх патшалăхран пулăшу грантне çĕнсе илнĕ пулнă. Вырăнти лавккасен ĕçĕпе те кăсăкланнă пуçтарăннă хăнасем. Михаил Игнатьев сентресем çинче Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем çителĕксĕр пулнине, вырăнти администраци пуçлăхĕпе районти  потребкоопераци кирлĕ пек шайра ĕçе пурнăçламаннине асăрхаттарнă. «Вырăнта райпо минераллă шывсемпе тивĕçтерессипе тимлет, анчах та лавккасенчи сентренсенче шыв пачах та çук. Нимрен те ытларах, Самара облаçĕнче калăпланса тухакан эрехе те, Чăваш Енре калăпланса тухакан тавар пек сутни пăшăрхантарать, - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăрмарта Ленин урамĕнчи кану паркне юрăхсăра кăларни, пухăннисене пурне те тĕлĕнтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кану паркне паянхи кунпа килĕшсе тăракан объект туса тирпейлемеллине çирĕп каласа хăварнă.  Вăрмарти тĕп больница центрĕнче халăхсене диспансеризаци кăларас ыйту пирки сăмах пуçарнă, «çул-йĕр карттисене» тĕпе хурса эффективлă контрактсем йĕркелесси пирки те калаçнă. «Илем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче,  Михаил Игнатьев ачасем еплерех çӳренипе кăсăкланнă. Çамрăксене ытларах спорта явăçтарма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси çине тимлĕх уйăрмалли пирки каланă. Кунта мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ, ишмелли икĕ бассейн, атлетсене валли ятарлă гимнастика уйрăмĕ, фитнес, теннис залĕсем пур. Физкультурăпа спорт комплексне эффективлă ĕçлетермелле, - тесе уйрăммăн палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.  Вăрмар поселокĕнче Михаил Игнатьев шкул çулне çитмен ачасене валли çĕкленекен объекта çитсе килнĕ. Кунта харăсах 145 шăпăрлана çӳретме ирĕк пулĕ. Ĕçе 2013 çул вĕçĕнче тытăннă пулнă. Сметăпа палăртнă тăрăх, унăн хакĕ 87,6 млн ытла кайса ларнă. Укçа-тенкĕ федераци, республика, вырăнти бюджетран куçать. Хальхи самантра икĕ хутлă çурта пĕтĕмпех çĕклесе лартнă, чӳречесене вырнаçтарма янаххисене те пĕтĕмпех туса пĕтернĕ, çивĕттине витнĕ, садикре шалти ĕçсем çеç тăрса юлнă.Тавралăха илем кӳртес ĕç те кун йĕркинчех. Объекта кăçал чӳк уйăхĕнче хута яма палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ районти пасар  тата «АвтоВАС» акционерсен уçă пĕрлешвĕн  автостанци ĕçĕпе паллашнă. Тĕплĕнрех



01 августа 2014
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter