Чăваш Ен 2014 çулта юпа уйăхĕн 9-11 - мĕш кунĕсенче «Раççей — спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йышăнĕ

 Юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Раççей — спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум иртĕ. Асăннă мероприятие, Раççей Президнчĕ 2009 çулта утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăларнă  863№-лĕ Указпа килĕшӳллĕн йĕркелесе ирттерĕç. Чăваш Ен тĕп хулинче мероприятие ирттересси çинчен Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин ятарлă хушу кăларнă. Палăртма кăмăллă, ĕç хутне Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕнче пуçласа пăр керменĕ уçăлас умĕн, пĕр кун маларах алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан спорт объектне торжествăлла майпа уçнă пулăма, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Пуçлăх хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çакăн пек пысăк мероприятие Чăваш Енре спорт форумне  йĕркелесе ирттерме йышăнни, республикăра чăнласах та спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине, çĕр-шыв ертӳлĕхĕ пирĕн ĕçе пысăк хак панине çирĕплетет, - тесе палăртса хăварнă. Массăлла спорта Чăваш Республикинче аталантарас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлесе пыраççĕ, спорт сооружеийĕсенче пурлăхпа техника базине çĕнетсе ылмаштараççĕ.   Пурĕ республикăра 24 физкультурăпа спорт комплексне хута янă. Ăна пула, тăтăшах спорта çӳрекенсен хисепне лайăхлатма май килнĕ. Çулталăк пуçланнă тĕле, физкультурăпа спорта кăмăл тăвакансен пайĕ 35,9 процентпа танлашнă, (Атăлçи федералă округра – 29,9 процент, Раççейре – 27,5 процент). 2011 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕнĕвĕпе республикăри физкультурăпа спорт комплексĕсене  муниципалитетсенчи спорт шкулĕсенчи баланс çине тăратма йышăннă. Ăна пула, пурлăхпа техника базине те пуянлатма май килнĕ. Ырă ылмашусем куç кĕретех. Спорт шкулĕсене çӳрекен ачасен йышĕ самай пысăкланнă. Спортсменсен пултарулăхĕ вăйланса çирĕпленнĕ. Калăпăр, 2010 çулта 475 спортсмен разрядниксене хактĕрленĕ пулсан, 2013 çулта вĕсен хисепĕ 964 çитнĕ. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан спорт сооруженийĕсем тĕрлĕ шайри  ăмăртусене йĕркелесе ирттерме май параççĕ. Калăпăр, Шупашкарта 2015 çулта чупассипе Европа чемпионачĕ иртет, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утассипе Тĕнче кубокĕ иртĕ. 2010-мĕш çулсенче Раççей тата республика шайĕнче ирттерекен мероприятисене Шупашкарпа  Çĕнĕ Шупашкарта çеç йĕркелесе ирттерме май килнĕ пулсан, халĕ вара спорт ăмăртăвĕсене республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенче те ирттерме май пур. 2013 çулта республикăра  пурĕ 1700 спорт мероприятийĕсене йĕркелеме пултарнă, вĕсенчен 345 мероприятийĕ республика тата пĕтĕм Раççей шайĕнче пулнă, ăмăртусенче пурĕ 280 пин çын хутшăнма кăмăл тунă. 2013 çулта ирхи зарядкăна паллă çăлтăрпа ирттерсе Раççейре çеç мар Европа шайĕнче рекорда тухнă. Спорта халăх кăмăл туни, çакнах çирĕплетсе парать. Республикăра сывă пурнăç йĕркине тытса пырса, массăлла спорта аталантарассин кăтартăвĕпе 2013 çулта Раççей Федерацийĕн Прпавительствин «Чи лайăх спорт регионĕ - 2013» ятлă наци премине çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикинче иртекен спорт форумĕ, шучĕпе 5-мĕш иртет. Унччен вăл 2009 çулта Хусанта пулнă, ун хыççăн 2010 çулта Мускавра, 2011 çулта Саранскра, 2012 çулта Якутире иртнĕ.  Форума ирттернĕ май, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕ иртет. Кун йĕркинче 2016-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарас тата пурлăхпа техника базине пуянлатасси тĕп ыйту пулĕ.



11 августа 2014
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter