Каçал ен районĕ: "ТАВ" лавккисем те чăвашла калаçаççĕ

"Ирĕклĕх" "Кунта чăвашла калаçатпăр" çыпăçтаркăчсене пур çĕре те çитерме тăрăшать. Организаци ертỹçи Дмитрий Степанов каланă тăрăх, чылайăшĕ общество транспортĕнче хăйсене ăнланмасран шикленсе чăвашла калаçма вăтаннă. Халĕ вара çыпăçтаркăчсене курсан хăрамасăрах тăван чĕлхепе пуплеме пултараççĕ.

"Чăваш пичечĕ" чăвашла калаçма тытăнсан "Ирĕклĕх" хастарĕсем çырусемпе ытти предприятисем патне тухнă. "ТАВ" суту-илỹ компанийĕ çырăва пĕрремĕш хуравланă. "Эпир сирĕн çырăва пăхса тухрăмăр, акцие хутшăнма хатĕр. Лавккасенчи сутуçăсем хушшинче чăваш чĕлхине пĕлнипе пĕлменни пирки ыйтăм ирттертĕмĕр. Пур лавккара та, Улатăртине шута илмесен, чăвашла пĕлекенсем ĕçлеççĕ",- тенĕ хуравра. "Кунта чăвашла калаçатпăр" тесе çырни çитес вăхăтра "ТАВ" компанин Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри, Вăрнарти, Йĕпреçри, Патăрьелĕнчи, Каçалти, Шăмăршăри лавккисенче пулмалла.



11 августа 2014
11:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter