Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче пирĕн республика 112 Украина çыннине кĕтсе илнĕ, вĕсен шутĕнче 34 ача пулнă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пурне те вĕсене вăхăтлăх пурăнмалли çуртсене вырнаçтарнине палăртнă. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертӳçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Наталья Тараканова, хăйĕн доклатĕнче паянхи куна ирĕксĕр куçса килнĕ 24 çынна ĕçпе тивĕçтернине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Украинăран тарса килнĕ халăха ĕçпе тивĕçтерессин ыйтăвне хăвăртлатма сĕннĕ. Унсăр пуçне, Михаил Игнатьев тĕрлĕ сотовăй операторсене Украина гражданĕсем валли ятарлă тариф хатĕрлеме хушнă.  Чăваш Ене килсе çитнисен çыхăнăва тухма йывăрлăх пулмалла маррине каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вырма ĕçĕн кăтатăвĕсемпе паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне, пурĕ 77,3 пин га çинче пăрçа йышши культурăсене çулса тăкнине палăртнă, 75,8 пин  га çинче çапса илнĕ. Вырмара пурĕ 300 комбайн явăçтарнă.  Куславкка, Каçал ен, Вăрмар, Ельчĕк районĕсенче çĕр улмине кăларма пуçланă та. Кĕрхи культурăсене акса хăварма 72,5 пин га çĕр хатĕрленĕ, вĕсене акса шуратма 4,5 пин тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те хĕрӳ пырать.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ вырма ĕçĕсене вăхăтра кирлĕ пек йĕркелесе ирттерме сĕннĕ, ĕçе  тĕрĕс пĕлсе йĕркелени - вырмана тата кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕçсене çийĕнчех тирпейлеме пулăшнине каланă. Ют çĕр-шывсенчен килекен хăш-пĕр уйрăм таварсене илсе килме чарнине кура, хамăр таварсене сутма ирĕк пулнине палăртнă. «Лавккасенче экологи енчен таса та пахалăхлă ял хуçалăх таварĕсем пулни, пуриншĕн те кăмăллă», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсене хатĕрленин кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă. Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне,  çĕнĕ вĕренӳ çулне  республикăра 609 вĕрентӳ организацийĕсем хатĕр пулнине палăртнă. Шкулсене 7 муниципалитетра пĕтĕмпех тĕрĕслесе пĕтернĕ. Кăçал Шупашкар районĕнче 165 ачана çӳретмелĕх тата  шкул çулне çитмен 40 ачана вырнаçтармаллăх çĕнĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул Янăшра хута яма палăртнă. Унсăр пуçне Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕнче реконструкци ĕçне çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçламĕшĕ тĕлне пĕтерме палăртнă. Владимир Иванов министр федераци бюджетĕнчен куçакан пулăшупа эффективлă усă курнине палăртнă. Лайăх ĕçлесе пынине кура, шкулсенчи спорт залĕсене юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме хушма укçа-тенкĕ куçарнине каланă. Пулăшусемпе  шкулсен 14 спорт залне тирпейлеме май пулĕ. Михаил Игнатьев хăш-пĕр уйрăм строительство организацийĕсене тивĕçлипе ĕçлеменнишĕн ятласа илнĕ. Юрăхсăр ĕçсене хăйсен шутĕнчен укçапа тăкакланма сĕннĕ, палăртнă ĕçсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йĕркене кĕртсе пĕтерме хушнă. Чăваш Республикин спорт министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Яковлев Раççей Президенчĕ В.В. Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен Пĕтĕм тĕнченри спорт форумне тата Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ ирттесси пирки те асăннă.   Малтанласа палăртнă тăрăх, республикăра иртекен мероприятие 3200 яхăн спорта хутшăнакансем килсе çитме кăмăл тунине пĕлтернĕ.



11 августа 2014
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter