Ĕç-хĕл халăха тивĕçтертĕр

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли йĕркене палăртакан саккуна анлăн сỹтсе яваççĕ.

Унпа килĕшỹллĕн чылай ыйтăва регионсене татса пыма шанни питĕ меллĕ, мĕншĕн тесен тĕп вырăнта - вырăнти уйрăмлăхсене, кадрсемпе çыхăннă лару-тăрăва, йăла-йĕркене тата ыттине те шута илни.

Манăн шухăшпа, муниципалитет районĕн пуçлăхне тỹрĕ суйлав кăтартăвĕсемпе уйăрса лартмалла, унăн вырăнти администрацие те ертсе пымалла.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлассипе çыхăннă ыйту питĕ тавлашуллă. Ял тăрăхĕн пуçлăхне (ял тăрăхĕн тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕ, çав хушăрах ял тăрăхĕн депутачĕсен ертỹçи те вăлах пулать) вырăнти халăх суйланă депутатсен йышĕнчен уйăрса лартма сĕнекен шухăша ырлатăп. Халăх депутата шанчăклă та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсене суйлать. Енчен те ертỹçĕн ĕçĕ-хĕлĕ çынсене тата район пуçлăхне тивĕçтермесен, ăна улăштарма пулать. Суйлавсем вăхăтĕнче сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланни никамшăн та вăрттăнлăх мар, ку тĕслĕхре суйлав ирттерсе тăкакланасси çук.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен йышĕнчен уйăрса лартмаллине шута илмелли тепĕр сăлтав - республика шайĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем час-часах улшăнса тăни. Чăваш Енре юлашки виçĕ çулта анчах ял тăрăхĕсен 284 пуçлăхне çĕнĕрен суйлани паллă.

Александра САЙКИНА,

медицина ĕçĕн ветеранĕ, Елчĕкри тĕп библиотека çумĕнчи "Çут çанталăк тата çын" клубăн членĕ.



Елчĕк ен хаçачĕ
11 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter