Шупашкар районӗ: Станьял ялĕнче пурăнакансен ял уявĕ иртрĕ
Ял уявне тӗплӗн хатӗрленчĕç Станьялсем. Кил-таврашри, урамри çÿп-çапа пуçтарса, вӗлтӗренсене çулса тирпейлерĕç. Çурла уйăхĕн 9 мĕшĕнче, уяв кунĕ çитсен, усланкана васкарӗҫ.
Уяв программине ял тăрăхӗн пуçлăхӗНиколай Евгеньевич Хорасев уçрĕ, пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл сунчĕ, тивĕçлисене хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Çавăн пекех уяв ячĕпе чăваш халăх хуралĕ чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕпе чăваш халăх серепĕ Виталий Петрович Старньял, ял старости Погодейкин Валерий Владимирович, килнӗ хăнасене, ял-çыннисене «Ял уявӗ» ячӗпе саламларӗç.
Çавàн пекех уява пухàннисем пурте тутлà шашлыкпа, вĕри шÿрпепе сàйланма пултарчèç. Уява пуçтарăннă халăха Çÿлтикассинчен килнĕ «Палан» хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчèç.
Уяв пĕтемĕшле савăнăçлă та àнàçлà иртрĕ. Уява йěркелесе ертсе пыракансене тав сăмахě каласа саланчě ял-йыш.