Шупашкар районӗ: Шорчекассисем шÿрпепе сăйланнă

Ĕ­лĕк-а­вал Ла­кăр яр­мăрк­ки тав­ра­ра пал­ли­сен­чен пĕ­ри пул­нă. Ун­та ха­лăх таçтан та пуç­та­рăн­нă. Юна­шар выр­наç­нă Шор­че­кас­си ялĕ хăçан пуç­лан­са кай­ни çин­чен ва­ра тав­ра­ри çын­сем пĕл­сех кай­маç­çĕ. Кă­çал кун­та пурăнакансем ял уяв­не пĕр­ре­мĕш хут ирт­тер­нĕ.

Вы­рăн­ти куль­ту­ра çур­чĕн ер­тÿ­çи Ва­ле­рий Ни­ки­тин ка­ла­са па­нă тă­рăх, ял кун­не пал­лă тă­вас­си пир­ки сă­ма­ха «Çеç­пĕл» фольк­лор ансамбль­не çÿрекенсем пу­çар­нă. «Э­пир ыт­ти ялта кон­церт­па юр­ла­са-­таш­ла­са çÿ­рет­пĕр, ха­мăр патра уяв тă­вай­маст­пăр-и?» – те­нĕ иккен хай­хи­сем. Ва­ра Ва­ле­рий Прокопьев ста­рос­та пу­лăш­ни­пе кун­та пу­рă­на­кан­се­не пĕр çĕ­ре пух­са ял кун­не еп­ле ирт­те­рес­си­не сÿт­се яв­нă. Ял­та пу­рă­на­кан­сем кам мĕн чух­лĕ пул­тар­нă таран ук­çа-­тен­кĕ пух­са па­нă – кил­рен 300 тен­кĕ­рен са­хал па­ра­кан пул­ман. Спон­сор пу­лă­шă­вĕ те вы­рăн­лă пул­нă.

Шор­че­кас­син­чи куль­ту­ра ĕç­че­нĕ­сем пĕр­ле пу­хăн­са уяв ирт­тер­мел­ли лап­тă­ка çул­са, пуç­тар­са та­сат­нă, сце­на та­та сĕ­тел­сем йĕр­ке­ле­нĕ. Ир­хи­не 5 се­хет­ре ялта пу­рă­на­кан­сем пĕр­ле пу­хăн­са шÿр­пе пĕ­çер­ме ха­тĕр­лен­нĕ, тав­ра­ра илем­лĕ юрă-­кĕ­вĕ янă­ра­нă. Кăн­тăр­ла уя­ва уçнă. Хи­сеп­лĕ хă­на­сен йы­шĕн­че Шем­шер ял тă­рăх пуç­лă­хĕн çу­мĕ Ири­на Конс­тан­ти­но­ва та­та ял тă­рăх де­пу­та­чĕ Ва­ле­рий Фа­деев пул­нă. Ял­та пу­рă­на­кан 80 çул­тан ирт­нĕ пал­лă ком­бай­нер Ни­ки­фор Ильин та сă­мах ка­ла­нă, хăй ял уяв­не хут­шăн­ма пул­тар­нă­шăн са­вăн­ни­не пĕлтер­нĕ.

«Ха­лăх пи­тĕ ну­май пуç­та­рăн­чĕ, пур­те са­вă­нăç­лă. Чи мал­тан уя­ва «Ал­ран кайми аки-­су­хи» юрă­па пуç­ла­рă­мăр, хă­на­се­не çă­кăр-­тă­вар­па кĕт­се ил­тĕ­мĕр. Уй­рă­мах ва­тă­сем уяв­па кă­мăл­лă юл­чĕç. Ял уя­вĕ пĕр­ре­мĕш çул çап­ла ир­тес­се ха­мăр та шухăш­ла­ман», – хы­пар­ла­рĕ Вале­рий Ни­ки­тин.

Ял уяв­не кур­ма ки­ле­кен­се­не вы­рăн­ти «Çеç­пĕл» фольк­лор та­та Кÿ­кеç­ри ваттисен çур­чĕн «От­ра­да» во­кал ан­самб­лĕ­сем, Ла­кăр ялĕн­чи Ни­на Фе­до­ро­ва студент­ка та­та пал­лă чă­ваш юрă­çи­сем юрă-­та­шă­па са­вăн­тар­нă. Пу­хăн­ни­се­не те­хĕм­лĕ шÿр­пе­пе та­та шаш­лăк­па сăй­ла­нă. Спорт вăййи­се­не кă­мăл­ла­кан­сем во­лей­бол­ла та­та сĕ­телçи тен­нис­ла вы­ля­нă, дартс пе­нĕ, алă вăй­не виç­нĕ, михĕсем­пе кĕ­реш­нĕ. Çĕнтерÿ­çĕ­се­не ме­даль­сем­пе та­та пар­не­сем­пе наградăланă. Ас­лă­рах­хи­сем ки­лĕ­се­не са­лан­сан та, çам­рăк­сем каç­че­нех уяв ирт­тер­нĕ, купăс ка­ла­са юр­ла­нă-­таш­ла­нă.

«Те­пĕр кун ял­та пу­рă­на­кан­сем тав ту­рĕç. Çын­сем чăн­ни­пе те са­вăн­нă. Ял уявне ма­нă­çа кă­ла­рас­шăн мар, каш­ни çу­лах ирт­тер­ме тăрăшă­пăр», – шан­тар­чĕ Ва­ле­рий Ни­ки­тин.



12 августа 2014
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter