Чăваш Енре пурăнакансенчен 36 процента яхăн çынсем куллен спорта çӳреççĕ
Чăваш Республикинче 2014 çул пуçламĕшĕнче шута илнĕ тăрăх, гражансем куллен спорта çӳрекенсен хисепĕ 35,9 процентпа танлашнă (Атăлçи федераллă округпа илсен – 27,5 процент, Роççейре 39,7 процент) танлашать. Кун çинчен Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко пĕлтернĕ. Министр çавăн пекех 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики физкультурăпа спорт аталанăвĕн «Раççей регионĕ» номинацире наци премине тивĕçнине тата 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вара Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннине каланă. Палăртнă çитĕнӳсем Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе ыйларах мероприятисем йĕркеленине тата çĕнĕрен те çĕнĕ спорт комплексĕсем хута кайнине кура пулса пынине уйрăммăн палăртса каланă Министр Виталий Мутко. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева РФ спорт Министрĕ физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре кулленех витĕм кӳрсе пынишĕн тав тунă, малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесси пирки шанса каланă.