Чăваш Енре апат-çимĕç таварĕсен дефицичĕ пулмĕ
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕпе пĕрле Экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисем хутшăннă. Раççей Президенчĕ В.В. Путин «Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе экономикăн уйрăм ятарлă мерисене йышăнасси çинчен» 2014 çулта çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă 560№-лĕ Указне тата Раççей Федерацийĕн Правительстви 2014 çулта çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 778№-лĕ йышăнăвне тĕплĕн сӳтсе явнă. Асăннă ĕç хучĕсемпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре кирлĕ пек мерăсем йышăнасси пирки канашланă. Паян эпир хамăра хамăр тĕрлĕ продукципе туллин тивĕçтерме пултаратпăр. Импорта, ют çĕр-шыв апат-çимĕçне турттарса килессине, чакарни хамăрăн продукцин пахалăхне ӳстерме, сывлăха сиен кӳрекен хушма япаласемлĕ ĕçме-çиме, калăпăр - аш-пăшах, сĕтел çинче пулассине пĕтерĕ. Хăв çитĕнтерекенни, ӳстерекенни, хатĕрлекенни аякран кӳрсе килнинчен вун-вун хут пахарах та, тутлăрах та, сиплĕрех те. Асăннă йышăну - хамăр экономикăшăн пысăк тĕрев те. Туса илекен продукцин калăпăшне пысăклатса пырса эпир кӳрсе килессине чакарнине самантрах саплашĕнĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç. Халăх та тивĕçтерекен хакпа хăйне мĕн кирлине туянма пултарĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ ӳсес хăрушлăх çук тесен те йăнăш мар, мĕншĕн тесен Владимир Владимировичăн Указĕнче хаксене тытса пымалли мерăсене çирĕп палăртнă. «Раççей Президенчĕ чăннипех те кирлĕ йышăу тунă. Пирĕн тĕп тĕллев агропромышленноç комплексне лайăхрах аталанса пыма тĕрлĕ майсем туса парасси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. «Юлашки уйăхсенче сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Пахалăхлă мар таварсене суту-илӳре çирĕп тĕрĕслесе тăма тытăннă. Пирĕн те тĕп тĕллев, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан предпринимательсене пулăшасси. 2010-мĕш çулта должноçре ĕçлеме тытăнсанах, пахалăхлă апат-çимĕçе халăха тивĕçтерес ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнĕ пулнă. Лайăх апат-çимĕç сывă нацине упраса хăварма пулăшать. Пирĕн ачасен сывлăхне те çирĕп пăхсах тăмалла», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Агропромышленноç комплексĕнче кирлĕ пек çителĕклĕ таранах хатĕрсем, 2015-мĕш çулта таварсен дефицичĕ пулмĕ. Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ ял халăхĕнчен пуçтарăнакан сĕт хакĕ пĕчĕк пулнишĕн пăшăрханса каланă. «Эпир сĕтĕн хакĕ кирлĕ пек пулмаллине пĕр хутчен çеç мар каланă. Енчен те сĕт йӳнелсе кайсан, халăх ĕнесене сутма тытăнать. Кун пек пулмалла мар. Маларах, калăпăр, сĕт пуçтаракансем кивĕ тутăхса çĕрсе пĕтнĕ «Жигулисемпе» çӳренĕ пулсан, паян вĕсенчен «чăнки» çук. Хаклă йышши автомашинăсемпе ларса çӳреççĕ, çав вăхăтрах хăйсене тавар сутакансен нушине пĕрре те итлеме тăрăшмаççĕ. Нивушлĕ сĕт пухакансем ăнланмаççĕ, енчен те халăх выльăхсене сутса пĕтерсен, вĕсемех ĕçсĕр тăрса юлаççĕ-çке –ха», - тенĕ Пуçлăх. Ларăва пухăннисем умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Шупашкарта кăçал Пĕтĕм тĕнченри спорт форумне «Раççей — спорт çĕршывĕ» ирттересси çинчен хушăва алă пусса çирĕплетнине аса илсе хăварнă. «Асăннă ĕç хучĕ, республикăра спорта аталантарассинче пысăк ĕçсем йĕркелесе пынине тӳрремĕнех çирплетсе парать, пире çĕр-шыв ертӳлĕхĕ çирĕп шаннине пĕлтерет. Пирĕн тăрăха килсе çитекен хăнасене тивĕçлипех кĕтсе илме тăрăшмалла», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ, Правительство комиссийĕн председателĕ, коллегийĕн председателĕ Сергей Павлов, хăйĕн доклатĕнче Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсен хисепĕ çителĕклĕ таран пулнине палăртнă. Ларура Чăваш Республикин экономика минисрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова, Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - Чувашпотребсоюзĕн канашĕн председателĕ Валерий Павлов ытти тĕрлĕ служба ертӳçисем ыйтусемпе калаçнă.