Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Ларура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли йĕркене палăртакан Чăваш Республикин саккунне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсен проекчĕпе Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тĕплĕн паллаштарнă, ĕç хутне анлăн сỹтсе явнă, пухăннисем саккун проектне ыранă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина кăçалхи çул пĕрремĕш çур çулта  Чăваш Республикин бюджечĕ еплерех пурнăçланнин ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин кăçалхи çулăн пĕрремĕш çур çулти пĕрлештернĕ бюджечĕн калăпăшĕ  21 млрд. 230 млн. тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çултан çак тапхăртипе танлаштарсан, 4 процент чухлĕ ытларах. 2014 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕ 20 495,4 млн. тенкĕпе танлашать. Бюджетран уйăрнă укçасемпе усă курассин кăтартăвĕ 96,5 процентпа танлашнă, пĕлтĕрхи çул 90,6 процент пулнă. Пур пĕрех хăш-пĕр уйрăм районсенче харпăрхăй бюджетне тултарассипе пур резервсемпе туллин кирлĕ пек пĕлсе ĕçлемеççĕ, - тесе палăртнă Пуçлăх. Калăпăр, Çĕмĕрле хулинче муниципалитет пурлăхне предпинимателе аренда шучĕпе пĕчĕк хакпа панă. Илекенни çак пурлăха тепĕр хуçана вăхăтлăха тивĕçтернĕ, анчах та хăй муниципалитетран илнĕ хакпа мар, пачах та урăхла хаклăрах хакпа панă. Кун пек чухне вырăнти бюджета тупăш тени пачах пĕчĕкки кĕрет, бизнесмен вара пуйса ларать. Кун пек схема, паллах, пурне те шухăша ярать. Вăртăнлăхĕ мĕнре-ши? Право йĕркине тĕрĕслесе тăракансем ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнĕ, хăшĕ-пĕрисемпе уголовлă ĕç те пуçарма ĕлкĕрнĕ. Ку ыйтусемпе  тĕпĕ йĕрĕпе йĕрке туса пĕтермесĕр ĕçе  вĕçлеместпĕр», - çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ. Сывлăх сыхлавне пăхса тăракан Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна  Богданова тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çынсене ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнет, ку ĕçре кашни ертӳçĕн хăйĕн тĕслĕхĕпе халăха спортпа туслине кăтартса памаллине каланă. Сăмаха май, культура, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳпе спорт тытăмĕнче ĕçлекнсенчен, камсем пирус туртассине çаплах пăрахайманнисене, шута илсе хăварма хушнă. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кашни çынна лекекен пурăнмалли укçан виçи пирки те сӳтсе явнă, ăна кирлĕ пек виçепе йышăнса хăварнă. Вăтамран кашни çынна лекекен укçан чи пĕчĕк виçи кăçалхи çул иккĕмĕш кварталта 6968 тенкĕпе танлашнă. Палăртнă виçе пĕрремĕш кварталтипе илсен 7,7 процент ытларах.  Чăваш Енре юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртет.  Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ. Унта «2016-2020 çулсенче физкультурăпа спортăн техника базине аталантарасси. Раççей Федерацийĕнче официаллă физкультурăпа спорт мероприятисен тытăмне çĕнетсе улăштарасси» ыйтăва пăхса тухĕç.  Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин спорт министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Яковлев тĕплĕн каласа кăтартнă. Ларура Украинăран килнĕ граждансене пулăшу парассин ыйтăвĕсене те сӳтсе явнă, федераци бюджетĕнчен пулăшу куçарасси пирки пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева хăйĕн доклатĕнче 2018 çулччен информаци коммуникаци технологийĕсемпе усă курмаллин тĕп ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, вĕсене малашнехи тапхăрсенче еплерех усă курасси çинчен каласа кăтартнă. Правительство членĕсем республика бюджетĕнчен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсенче спорт залĕсене юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме укçа уйăрмаллин йĕрки çинчен те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, ялсенчи шкулсенче спорт залсене юсама федераци бюджетĕнчен 21 млн тенкĕ куçарнине палăртнă, республика бюджетĕнчен 1 млн. тенкĕ патнелле хушма укçа куçарнă. Министр палăртнă тăрăх, çак укçана 26 ялти шкулсене тивĕçтерĕç. Укçапа спорта кирлĕ хатĕрсем туянма, спорт сооруженийĕсене çĕклеме май пулĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



13 августа 2014
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter