Туй - кашни çын пурнăçĕнчех питех те пĕлтерĕшлĕ, кашнин кун-çулĕн çĕнĕ тапхăрĕ

Туй - кашни çын пурнăçĕнчех питех те пĕлтерĕшлĕ, кашнин кун-çулĕн çĕнĕ тапхăрĕ. Мăшăрлану вара августра ытларах пулни палăрать. Çавна çамрăк мăшăрсем шăрăх чакнипе ăнлантараççĕ. Кĕрхи сивĕ кунсем çитиччен вăхăчĕ чылай-ха. Августăн хăйне май палли те пур, пуян-çке ку уйăх. Çав вăхăтра пĕрлешекенсем пуян та телейлĕ пулаççĕ имĕш.

2014 çулхи август кăçал интереслĕ те. Августăн 8-мĕшĕнче районта 50-мĕш мăшăрланăва регистрацилерĕмĕр. Элĕк салинчи Алексей Матьяновпа Вăрнар районĕнчи Анаткас Хапăс ялĕнчи Елизавета Павлова хăйсен шăписене пĕрлештерчĕç.

Çак уйăх пуçланнăранпа 6 мăшăр пĕр çемьене чăмăртанчĕç. Çак кунсенче вара Элĕк Енре виçĕ мăшăр пĕрлешрĕç.

 



13 августа 2014
13:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter