Каçал ен районĕ: рейд иртет

Пассажирсене турттаракан автотранспортпа инкек ан пултăр тесе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин планĕпе килĕшỹллĕн ЧР Патшалăх автоинспекцийĕ республикăра августăн 15-мĕшĕнче "Автобус" операци ирттерет.

Кăçалхи 7 уйăхра республикăра пассажирсене турттаракан водительсен айăпĕпе 58 авари пулнă, вĕсенче 64 çын аманнă, пĕри вилнĕ. Çул-йĕрсем çинчи инкексем водительсен айăпĕпе - хăвăртлăха ỹстернипе, хушша пĕр пек тытса пыманнипе, иртсе каяссин черетне пăхăнманнипе тата ытти сăлтавпа - сиксе тухаççĕ. Шупашкарта тата хула çывăхĕнчи маршрутсенче пĕчĕк вырăнлă транспортпа çỹрекен водительсен дисциплини пĕчĕк шайрине палăртнă. Вĕсем - тулашри çул-йĕр çутă приборĕсен йĕркисене пăсни, палăртнă хăвăртлăха ỹстерни, çынсене турттармалли йĕркесене пăхăнманни.



13 августа 2014
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter