Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă
Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă. Аслă Сундырь ялĕнче тăлăха юлнă ачасене хваттер уççисене торжествăлла пулăмра парса чысланă. Пурăнмали çурта тăватă уйăх хушшинче çĕклесе лартма пултарнă. Палăртнă объектăн хакĕ 10,3 млн. тенкĕпе танлашнă. Çĕнĕ хваттерсене куçакансене саламланă май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 15 арçын ачапа 15 хĕр упраç кирлĕ пек условисенче пурăнма пуçланине палăртнă. Çурта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисене пăхăнса пурнăçланă. Энергие перекетлеме пĕтĕмпех çĕнĕ майсем туса панă. Пĕтĕмпе 2010-2014-мĕш çулсенче ашшĕ-амăшĕ хӳтлĕхĕсĕр юлнă тăлăх ачасене, хваттерсемпе тивĕçтерсе пурĕ 1 млрд.тенкĕллĕх тăкакланнă. Палăртнă тăкакран 86 процентне республика бюджетĕнчен уйăрнă пулнă. Тăлăха юлнă 1200 ачан хваттер шăпине татса пама май килнĕ. «Эпĕ çĕнĕ хваттере куçнисене пурне те çирĕп çемьесем çавăрма сĕнетĕп, вĕсен килĕсенче ача-пăша сасси яланах шавласа тăмалла пултăр. Пурнăçра, паллах кулмалли те, кулянмалли те темĕн те пулать. Эсир хăвăр çакна пĕтĕмпех курса ӳснĕ. Ачана ашшĕ-амăшĕсĕр ӳсме йывăр пулнине питĕ лайăх чухлатăр. Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче тăлăха юлнă ачасен хисепĕ курăмлăнах чакни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ытларах çемьесем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни савăнтарать. Эпĕ чăнласах та спортпа туслă çемьесене чĕререн тав тăватăп», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хваттере куçнă Кристина Иванова хăйĕн савăнăçне пытармасăр, вĕсем патне çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнишĕн тав сăмахĕ каланă. «Халĕ пурин те çĕнĕ хваттер пур. Кун çинчен эпир яланах ĕмĕтленсе пурăннă. Эпир чăннипех те телейлĕ», - тенĕ вăл. Дмитрий Волков тăлăх, çемье çавăрма хатĕр пулнине савăнса пĕлтернĕ, пурин умĕнче те хăйĕн шухăне авланасси пирки, хăйĕн хĕр упраçне пĕлтернĕ. Çак кунах республика Пуçлăхĕ 21 хваттерлĕ çĕнĕ çурта хута янă пулăма та хутшăннă. Хваттере куçакансем хушшинче ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекен виçĕ специалист. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек вăхăтра пурнăçласа пынине палăртнă. Ялта ĕçлесе пурăнакансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Районта Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Шнкăрав» 8№-лĕ ача садне те çитсе килнĕ. Кунта шăпăрлансем 15 ялтан çӳреççĕ. Çула май тепĕр пункта çитнĕ, республика Пуçлăхĕ йывăр массăллă автомашинăсем çулсене пăрахăçа кăларнине асăрханă. Юрăхсăра çулсене часах кăларма пулать, анчах та çĕнĕрен хута яма хĕн. Çавăнпа та ку ыйтупа çирĕп йĕркене пăхăнса пурăнмаллине палăртнă Пуçлăх. Çак кун хуçалăх ĕçĕсемпе те паллашнă. «Свобода» хуçалăхри вырма ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе кăтартусене лайăхлатма тĕллев лартма хушса хăварнă. Хыççăн Муркашри кирпĕч заводне çитсе килнĕ. Предприятире 154 çын вăй хурать, вĕсем çулталăкне 14,8 млн. кирпĕч калăпласа кăлараççĕ. Районта тăм кăлармалли ятарлă вырăн уйăрнă. Пĕлтĕр предприяти 15,7 млн. кирпĕч кăларнă, кăçал кăрлач уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕ таран 7,5 млн. кирпĕч çеç калăпласа кăларма пултарнă. Сăлтавĕсем производствăна модернизацилес технологине чакарни сисĕнет. Ĕçлĕ визитра Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Никита» автостанцине, Муркашри пасара, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă. Районти тĕп больницăн ĕçĕпе те кăсăкланнă. Учреждени «Васкавлă пулăшу» памалли виçĕ автомашина туяннă. Чирлисене 20 минут хушшинче çитсе вскавлă пулăшупа тивĕçтерме пултараççĕ. «Земский доктор» программăна пурнăçа кĕртсе, районти тĕп болницăна 2012-2014 çулсенче 18 çамрăк специалист килнĕ. Пурĕ сывлăх учрежденийĕнче 22 врач ĕçлет. Кунта Михаил Игнатьев тĕп врачпа Владислав Даниловпа канашланă. Малашне аталанса пымалли ĕçсене сӳтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районăн социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене активпа тата ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекенсемпе пĕрле сӳтсе явнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Муркаш районĕн кăтартăвĕсем япăхах мар. Ял ĕçченĕсене тивĕçлипе ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Малашне тата та активлăрах ĕçлесе пыма сĕннĕ. Михаил Игнатьев районта объектсенче пулнă май, халăхпа курса калаçнă, вĕсене канăç паман ыйтусем çине хурав панă. Ыйтусене ытларах пурăнмалли çурт-йĕрпе комммуналлă хуçалăх енĕпе тăратнă. Хăш-пĕр уйрăм ыйтусене республика Пуçлăхĕ çирĕп тĕрслеве илнĕ. Районăн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсем çинчен Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕплĕн паллаштарнă. Канашлура тухса калаçакансем хушшинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ Олег Марков, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова пулнă. Тĕплĕнрех