Каçал ен районĕ: уй-хирте

Августăн 12-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 5451 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă (34 процент), 5386 гектарне çапса тĕшĕлесе 10795 тонна тыр-пула пỹлмене кĕртнĕ. "Урожай" (31,5 ц), "Рассвет" (31,2 ц), Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕ (25 ц), "Восток" (21,6 ц), "Слава картофелю" (21 ц) хуçалăхсенче вăтам тухăç ыттисенчен пысăкрах, вĕсенче тыр-пултан пушаннă лаптăксем те нумайрах. "Слава картофелю" агрофирмăра 16 гектар çинчи çĕр улмине кăларнă.

Асăннă кун тĕлне 1971 гектар çинче çĕртме тунă. Планпа килĕшỹллĕн, кăçал районти хуçалăхсен 5100 гектар çинче кĕрхи культурăсене акса хăвармалла. Апла пулсан палăртнă лаптăка акмалăх вăрлăх хатĕрлессишĕн агрономсемпе çĕр ĕçченĕсен çине тăрса тăрăшмалла.



13 августа 2014
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter