Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу самантĕнче Шупашкарта Хула кунне йĕркелесе ирттерессин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Шупашкар хула кунне хатĕрленсе ирттерекен  уявăн ĕçĕсем çинчен тĕплĕн паллаштарнă. Калăпăр, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Спартак» стадионра Чăваш Енри ентешлĕхсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерĕç, çĕнтерӳçисене торжествăлла майпа саламлĕç. Спортсменсем палăртнă мероприятисене Шупашкар хула Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче  Чăваш Ен тĕп хулинче «Сывă хуласем, районсем тата поселоксем» Ассоциацийĕн регионсем хушшинчи конференци иртĕ. Çавăн пекех Атăлçи хуласен Ассоциацийĕ те пулĕ. Физкультурăпа спорт мероприятийĕсене ушкăнсемпе массăлла ирттересси пирки калаçу пулĕ тата вĕсене уçă сывлăшра хатĕрлес ыйту та кун йĕркинче. Калаçу тапхăрĕнче Раççейри 40 хуларан представительсем хутшăнма кăмăл тунă. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче хулара çĕрле велочупу ирттерме палăртса хунă. Спорта юратакансем Хĕрлĕ лапамра 22:30 минутра старта тухĕç.  Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 10 сехетре  паллă çăлтăрпа ирхи зарядка пулĕ. Палăртнă мероприятие пур халăх та хутшăнма кăмăл тăвать. Унсăр пуçне, çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче хулара «Стрижи» пилотсен ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартса парĕ. Леонид Черкесов республика Пуçлăхне Шупашкарти шкул ачисене валли ятарласа аэропорта экскурси хатĕрленине пĕлтернĕ. Ачасем кунта МИГ-29 самолетсене курса килленме пултарĕç. Уяв каçĕ Лариса Долина юрăçăн концерчĕпе тата фейерверкпа вĕçленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула ертӳлĕхне уява пысăк шайра йĕркелесе ирттерме сĕннĕ.



14 августа 2014
12:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter