Чăваш Енпе Кыргызтан Республики икĕ енлĕ килĕшĕве аталантарса çирĕплетсе пыраççĕ
Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кыргызтан Республикин Черезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Болот Джунусовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланканĕ Инна Антонова хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енпе Кыргызстан хушшинче тахçантанпах çирĕп экономика çыхăнăвĕ пуррине палăртса хăварнă. Чăваш Енри предприятийĕсен экспорт таварĕсен динамики лайăх аталанса пынине кура, кашни çул тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ ӳссе пынине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ малашне те çак çирĕп çыхăнăва тытса пырасси пирки шанса каланă, экономика тĕлĕшĕнчен çеç мар, культура енĕпе те икĕ республика хушшинче хăватлă çыхăну пуласси пирки пĕлтернĕ. Болот Джунусов хăйĕн сăмахĕнче, Кыргызстан Раççейре тарăнрах ĕçлесе пыма палăртнине, электроэнерги, газ тата ытти тытăмри ĕçсенче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе, анлăлатса пырасси пирки палăртса хунине асăннă. Сумлă хăна, Шупашкарти икĕ пысăк предприятие çитсе килнĕ, вĕсен пуласлăхĕ пысăккă пирки нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă. «Акконд» пĕрлешӳре калăпланса тухакан таварсене Кыргызстанра туянакансем ыйтнине каланă. «Чувашкабель» АУП калăпланакан таварсене «Северэлектро» АУП Кыргызстан Республикинчи электроэнергипе тивĕçтерекен организацие питĕ кăсăклантарма пултарассине каланă. Кыргызстан делегацийĕ Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ май, Вăрнар районĕнчи «Август» фирма АХП филиалне, аш-какай комбинатне çитсе çыхăнусене йĕркелесе яма палăртнă. Болот Джунусов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Кыргызстан Президенчĕ Алмазбек Атамбаев ячĕпе Пĕтĕм тĕнчери куçса çӳрекенсен вăййине чĕнсе çырнă çырăва парса чысланă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев хăнана Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртесси пирки пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех