Чăваш Республикинчи оперативлă штаб тата терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикинчи оперативлă штаб тата терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинче вĕренӳ организацийĕсенче терроризмран хӳтĕленес енĕпе йĕркелесе ирттермелли ĕçсене,  2014/15-мĕш çулсенчи çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли хатĕрлесе çитермелли пирки сӳтсе явнă. Чăваш Республикин вĕренӳ  тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн доклатĕнче, кăçалхи çул вĕренӳ учрежденийĕсене хăрушлăхран сыхланма комплекслă ĕçсем йĕркелеме 80 млн. тенкĕ палăртса хунине пĕлтернĕ (2013 çулта – 60 млн. тенкĕ), вăл шутран пушартан сыхă тăма 16 млн. тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.   Кăçалхи иртсе пыракан çул республикăри 75 шкулта тĕпрен юсав ĕçĕсем иртеççĕ. 2014 çулта Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви шкулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме 143,8 млн. тенкĕ уйăрнă, вăл шутран ялти шкулсенчи спортзалĕсене тирпейлеме 35,1 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Иртнĕ вĕренӳ çул тапхăрĕнче, 2013/2014 çулсенче шкулсенче пурĕ 209 видеосăнав вырнаçтарнă, 2012/2013 çулсенче – 82. Вĕренӳ   организацийĕсенче ăнсăртран сиксе тухакан ĕçсенчен хăтăлма асăрхаттару кнопкисене 98,7 процента яхăн вырнаçтарма май килнине палăртнă. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтернин ыйтăвĕсемпе ларура Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви,   МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ тата Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар администраци ертӳçисем тĕплĕн каласа кăтартнă.   Тĕплĕнрех



14 августа 2014
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter