Шупашкарти нумай функциллĕ центрĕн хушма офисĕнче 19 чӳрече ĕçлĕ
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Салют» Культура çурчĕ çумĕнче хушма Нумай функциллĕ центра торжествăлла пулăмра уçнă çĕре хутшăннă. Торжествăлла церемонире Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче, çакăн пек Нумай функциллĕ центрсене хута яни, çынсене тĕрлĕ учрежденисем тăрăх ĕç хучĕсем пуçтарса çӳрессинчен сирнине, тата вĕсен вăхăтне перекетлеме май панине каланă, чиновниксемпе тĕл пулассинчен те хăтарнине асăннă. Михаил Игнатьев Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене Шупашкар хула кунĕ ячĕпе саламланă, вĕсене тавралăха тирпей илем кĕртес ĕçре чунне парса тăрăшса ĕçленишĕн тав сăмахĕ каланă. «Эпир паян «Стрижи» пилотажсен ушкăнĕпе тĕл пултăмăр. Вĕсем пирĕн патне, хăйсен пултарулăхне кăтартма вĕçсе килнĕ. Ĕнер вĕсем пуçласа, Шупашкар тăрăх вĕçрĕç. Паян, вĕсем хула илемлĕ пулни çинчен, хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Пирĕн хула çыннисемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн, вĕсен кăмăлĕсем тата та лайăхланса кайнă. Чăвашсен ырă чунне туйса илнĕ, Шупашкар халăхĕ кăмăллă пулнă пирки пĕлтернĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Нумай функциллĕ центр офисĕнче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене тивĕçтерме пур май та çителĕклĕ таран. Асăннă учрежденире 19 чӳрече ĕçлĕ. Кунта пĕтĕмпех тĕрлĕ пулăшусемпе усă курма пулать: паспорт туянма, ачасен садне черете тăма, куçман пурлăхпа ĕç хучĕсене йĕркелеме тата ытти те. Республика Пуçлăхĕ ĕç хучĕсене пуçтармалли уйрăмра халăхсемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене итленĕ. Пухăннисенчен нумайĕшĕ, НФЦ пулăшăвĕсемпе тахçантанпах усă курнине, паян та çак центр хута кайнишĕн хăйсен савăнăçне пытармасăр ырă енпе палăртнă. Паянхи кун тĕлне, Шупашкарта НФЦ АУ пурĕ 29 чӳрече ĕçлет, пысăк тавра курăмлă специалистсем 171 тĕслĕ пулăшусем параççĕ. Муниципалитетăн 61 пулăшу ĕçĕнчен Шупашкарти НФЦ 53 патшалăх полномочийĕсенчен куçнă 53 енлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Кăçалхи çул 7 уйăх хушшинче Шупашкарти НФЦ 127 456 хутчен пулăшусемпе тата консультаци парса тивĕçтернĕ. НФЦ аталантарасси, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 601№-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн пулса пырать. Тĕплĕнрех