Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче районсемпе хуласенче ЖКХ тытăмĕнче йĕрке тăвас тĕлĕшпе час-часах тĕрĕслев ĕçĕсем йĕркелесе ирттереççĕ пулин те, уйрăм муниципалитетсенче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çав-çавах пурри пирки каланă. «Енчен те пирĕн республикăра пурăнакансен прависене хӳтĕлес тесессĕн, пирĕн, пурсăмăрăн та бюджетран куçакан укçа-тенкĕпе эффективлă усă курнине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Укçасемпе ЖКХ тытăмĕнче усă курнин ыйтăвĕсене уçăмлатмалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Управляющий компанисен ĕçне право йĕркине пăхса  тăракансем тĕрĕсленисĕр пуçсĕр ытти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен, хăйсен те питĕ активлă тĕрĕслесе пыма тăрăшмалла. Паянхи куна пур çĕртре те ыйтăва кирлĕ пек татса пыманни сисĕнет, е тата çынсем, хăйсем те хатĕр марри курăнать. Чăваш Республикинчи ШĔМ кăçалхи çул çичĕ уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пурăнмалли çурт йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăме тĕрĕслев ĕçĕсем йĕркеленĕ хыççăн,  экономика енчен  йĕркене пăснă 38 тĕслĕх тупса палăртнине асăннă, 18 уголовлă ĕç пуçарнине каланă, вĕсенчен шыраса илмеллин хакĕ 11 миллион тенкĕрен те ытла иртсе кайнине палăртнă. Прокуратура органĕсем патшалăх граждан служащийсемпе муниципалитет ĕçченĕсене йĕркене пăсассинчен вăхăтĕнчех тĕрĕслесе тăраççĕ. Енчен те асăннă тытăмсенчен ĕçлеме пăрахсан,  коммерциллĕ организацисене ĕçлеме куçсан та вĕсен ĕç-хĕлне тăтăшах тишкерсе пыраççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцине граждансем ыйтса çырнине 1767 ал çырăвне шута илнĕ. Халăх тăтăшах ТСЖ, ЖК, ЖСК управляющий организацисен ĕçĕсемпе кăмăллă пулманни сисĕнет.  Тĕрĕслевсене йĕркеленĕ хыççăн, çынсенчен ытлашши пуçтарнă укçа-текĕсене каялла тавăрса панă. Канашлура Шупашкарти «Коммунальные технологии» ООО тата Çĕнĕ Шупашкарти  «Новэк» ООО ĕçĕсем пирки сӳтсе явнă. Çĕмĕрле хулинче ăшăпа тивĕçтерекен организацийĕн шăпи пирки те калаçнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Чăваш Республикин прокурорĕ Владимир Метелин, Федерацин Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертӳçи   Александр Мигушов, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, Федерацин суд  приставĕсен Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçин çумĕ – Чăваш Республикинчи  тĕп суд приставĕн çумĕ Евгений Макаров калаçнă. Право йĕркине тĕрĕслесе тăракан органсем хушшинче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленин ыйтăвĕсемпе канашланă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов коррупцие хирĕç кĕрешсе ирттернин ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, уйрăмах аслă шкулсене вĕренме кĕрес тапхăрта, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытнă чухне те йĕркене пăсассинчен сыхă тăнине палăртнă. Ыйтăва татса парас тесе, шкулсенче пуринче те видео сăнавсем, кирлĕ пек ытти хатĕрсене те  вырнаçтарнине каланă.  Çак ĕçсене пĕтĕмпех тунă хыççăн, йĕркене пăснă 28 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен Патăрьел районĕнчи шкулсенче 13 тĕслĕх шута илнĕ, кăтарту республикăра чи пысăкки. Тĕплĕнрех



15 августа 2014
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter