Чăваш Республикин тĕп хулин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса хисеп тунă
Чăваш Республикин Шупашкар хула кунĕ умĕн, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн мухтава тивĕçлĕ çыннисене патшалăх наградисене парса чысланă. Михаил Игнатьев Шупашкар çыннисене тăван çĕре, хуламăра, юратнишĕн, хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа эффективлă ĕçлесе пынишĕн тата пысăк профессилле ĕç пултарулăхĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. «Республикăн тĕп хулан ӳсĕмне - сирĕн ĕçри тата пултаруллăхри çитĕнĕвĕрсем те витĕм кӳнĕ. Паянхи уяв сире çĕнĕ çитĕнӳсем тума вăй-хал кӳтĕр, Чăваш Республикин тĕп хулине тата та илемлĕрех илĕртӳллĕрех тума пулăштăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Торжествăлла пулăмра 5№-лĕ Гимнази директорĕ Инна Исаева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренӳ ĕçченĕ ята тивĕçнĕскер, пухăннисем умĕнче, республика влаçĕ, хула администраципе вĕренӳ тытăмĕнче вăй хуракансем ăна шанса пысăк хак панишĕн чĕререн тав тунă. Наградăна тивĕçнисем, малашне те Чăваш Республикин тĕп хулишĕн яланах тăрăшса ĕçлеме хатĕр пулнине шантарса каланă.