Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Эпир, çамрăксенче, Тăван çĕр-шыва юратас, туслăхра шачăклăхпа тивĕçе упрас туйăма вăйлатма вĕрентетпĕр»
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар аэропортĕнче «Стрижи» пилотсен ушкăнĕн членĕсемпе тĕл пулнă. Мероприятинче патриотла клубсенче хутшăнакансем, Шупашкарти шкулсенчен вĕренекенсем тата «Раççей» Экспедици» участникĕсем пулнă. Унсăр пуçне паллă пулăма, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен тĕп хулин кунĕ ячĕпе саламланă. Чăваш çĕрĕ çине «Стрижи» питĕ вăйлă, сумлă пилотсен ушкăнĕ килсе çитнине асăннă. Ку чăнласах та, пирĕншĕн, пурсăмăршăн та историлле пулăм. Легендарлă летчиксем Шупашкар çыннисене Раççей авиацийĕн вăйне, хăйне евĕрлĕхне кăтартса парĕç. «Хальхи пурнăçра Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те çарпа патриотизм воспитане парасси питĕ актуаллă. Эпир, çамрăксенче Тăван çĕр-шыва юратас туйăма, хамăрăн çывăх çыннăмăрсене хисеплеме, çирĕп туслăха упрама вĕретнетпĕр. Çавна май та, пирĕн Раççей патшалăхĕн оборони тата та вăйлăрах çирĕпленсе пырĕ. Çакăн пек илемлĕ вĕçеве пирĕн яш-кĕрĕм курса килленнĕ хыççăн, вĕсен летчик пулас ĕмĕчĕ тата та ӳссе кайĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пилотсен ушкăнĕн ертӳçи подполковник Сергей Осяйкин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре тĕп хула 545 çул çитнине халалласа иртекен мероприятие хутшăнни, вĕсемшĕн чăннипех те сумлă, - тенĕ. «Хула сирĕн питĕ хитре. Телее, пире çӳлтен сăнама май килчĕ. Хула тавраллах сип-симĕс ешерсе ларать. Çамрăк хулана, чăнласах та юратса пăрахма пулать, мухтанма та чăнласах та сăлтавĕ пур», - тесе палăртнă Сергей Осяйкин. Сумлă хăнасем, пирĕн Чăваш Республикине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу килĕшсе татăлнипе килсе çитнĕ. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 13 сехетре сывлăш ăсчахĕсем, Шупашкар хулин уявĕнче вĕçев илемлĕхне кăтартса парĕç. Тĕплĕнрех