Европа Чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Анжелика Сидоровăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анжелика Сидоровăна çӳллĕшне сикессипе ыттисене чылай кая хăварса, пĕрремĕш вырăна ылтăн çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. Асăннă çĕнтерĕве спортсменка 2014 çулта çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Цюрих хулинче Европа Чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паллă спортсменкăна çĕнĕ çитĕнӳсем, ырлăх-сывлăх, юратупа телей суннă. Унăн спортри çитĕнĕвĕ пиншер хĕрачасемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, унăн ĕçченлĕхĕпе çивĕчлĕхĕ, мал ĕмĕтлĕ тата тĕллевлĕ пулни темĕнле пысăк çитĕнӳсем патне те ăнтăлма пулăшнине асăннă. Цюрих хулинчи çăмăл атлетикăпа иртекен Европа Чемпионатĕнче Анжелика Сидорова Мускав тата Чăваш Ен представителĕ пулнă. Ăмăртусенче, пĕртен пĕр спортсменка, çӳллĕшне 4,65 м тăршшĕ сикнĕ. Асăннă ăмăртура иккĕмĕш вырăна Екатерини Стефаниди йышăннă, унăн кăтартăвĕ 4,6 м. Вăл россиянка бронза призерне Ангелина Жук-Красновăран лайăхрах кăтартупа палăрнă. Виçĕ кун иртнĕ ăмăртусен кăтартăвĕсем тăрăх, çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ пĕтĕм командăн кăтартăвĕпе виççĕмĕш вырăна тухнă. Паян тата тепĕр спортсмен Чăваш Енрен Александр Яргунькин ăмăртăва 50 çухрăм хăвăрт утассипе тухĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне Михаил Рыжов тата Иван Носков кĕнĕ.