Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕрлехи велочупăва хутшăнакансене Чăваш Ен тĕп хули 545 çул тултарнă ятпа саламланă

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕрлехи велочупăва хутшăнакансене Чăваш Ен тĕп хулине 545 çул тултарнă ятпа саламланă. «Велосипед спортне юратакансем – вĕсем экстремалсем. Нимĕнле çанталăк та вĕсене хăрушă мар. Ăшă çумăр çăвать пулин те, сирĕншĕн пур-пĕрех. Эсир çирĕп, мал ĕмĕтлĕ пуçаруллă çынсем. Эпĕ, чăнласах та, хамăрăн çамрăксемшĕн мăнаçланатăп. Вĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăраса тăмаççĕ», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çĕрлехи ăмăртусем 22 сехет те 30 минутра пуçланнă. Ăмăртăвăн чи паллă спортсменĕ, «Велосипедное движение «Солнце на спицах» ЧРОО председателĕ Вячеслав Платонов пулнă. Тĕплĕнрех



16 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter