Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чемпионсен Кубокĕ» турнира уçнă çĕре хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Энергия» стадионра «Чемпионсен Кубокĕ» халăхсем хушшинчи профессионаллă турнирăн участникĕсемпе тĕл пулнă. «Хĕвел тухăç кĕрешĕвĕ, харпăрхăй ӳтпĕвĕпе ĕçлеме вĕрентет, чăтăмлăхпа вăя çирĕплетме пулăшать. Шансах тăратăп, яшсемпе хĕрсем паттăр та пултаруллă, çирĕп вăй халлă спортсменсене курсан, пирĕн яш-кĕрĕм тата та вăйлăрах спорт патне туртăнас кăмăлĕ çураласса», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игатьев. «Чемпионсен Кубокĕ» ертӳçисене  турнира çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернишĕн тав сăмахĕ каланă. Раççей кикбоксингĕн Федерацин вице-президенчĕ Ришат Саяпов  авторитетлă кĕрешĕвĕн шоуне йĕркелеме витĕм кӳнишĕн республика ертӳлĕхне тав тунă. Пухăннисене çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Кунг-фу халăхсем хушшинчи Федерацийĕн генеральнăй секретарĕн çумĕ – Пекинăри Шаолиньский Ушу шкулĕн халăхсем хушшинчи пайĕн пуçлăхĕ Наталья Матвеенко тата Чăваш Республикинчи кикбоксинг ассоциацийĕн президенчĕ Алексей  Соловьев саламланă. Шоу вăхăтĕнче профессилналлă боксерсен кĕрешĕвĕпе ăмăрту иртнĕ, вăйлă тупăшура çĕнтерĕве Шупашкарта пурăнакан, Константин Питернов çĕнсе илнĕ. Европа чемпионачĕ титула кикбоксингпа тивĕçессишĕн Артут Шишокин тухнă. Тĕплĕнрех



16 августа 2014
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter