Шупашкарта NETBYNET çыхăну центрĕ уçăлнă

 Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта NETBYNET çыхăну центрне торжествăлла пулăмра уçнă çĕре хутшăннă. Торжествăлла церемоние çавăн пекех Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче, юлашки çулсенче кашни кун тенĕ пекех, Чăваш Ен территорийĕсенче тĕрлĕ предприятисенче çĕнĕ производствăсем хута кайнине асăннă. «Чăваш Енре ĕç климачĕ лайăхланса пынине çирĕплетсе параççĕ паллă пулăмсем. Пире шанаççĕ, пире ĕненеççĕ.  Çĕнĕ инвесторсем килеççĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен тĕллевĕ – тĕрлĕ йыши компанисене ĕçлеме майсем йĕркелесе парасси. Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртса ĕçлеме пултарччĕр, вĕсене пула эпир хамăра килĕшекен компание суйласа илсе хак пама пултаратпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. NETBYNET компанийĕн генеральнăй директорĕ Андрей Батанов хăйĕн сăмахĕнче, Шупашкар хулинче çакнашкал центра хута яриччен, хулара бизнес климата тата инфратытăма çирĕп тĕпченине асăннă. Тĕпчев йĕркелесе ирттернĕ хыççăн, Чăваш Республикин тĕп хулинче хута ярасси пирки ирĕк илнĕ. «Кунта ĕçлекенсене вĕрентессипе тата вĕсене пуçтарассипе активлă ĕç туса пыратпăр. Пĕрремĕш икĕ эрне хушшинче  алă çынран та ытла ĕçе явăтарма май килнĕ.  Ытларах кунта тимлекенсем  студентсем, регионсенчи пристижлă аслă шкулсенче вĕренсе тухнисем. 2015 çул пĕрремĕш кварталĕнче центр туллин ĕçлесе кайĕ. Кунта вара 400 çын патнелле вăй хурса ĕçлеме пуçлĕç», - тесе пĕлтернĕ Андрей Батанов. Республика Пуçлăхĕ центрта пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, ĕç вырăнĕсемпе паллашнă. Эффективлă ĕçлесе пыма кирлĕ пек условисене çителĕклĕ таран йĕркелесе панине асăннă,  кунти ĕçчешсен канăвне йĕркелеме те пĕтĕмпех меллĕ. NETBYNET ушкăн Интернетпа çыхăнма пулăшать. Кунтах телефон, тӳлевлĕ телекурав пулăшăвĕсемпе те усă курма ирĕк пур. Çыхăну центрĕ кунĕ çĕрĕпех пĕр канусăр ĕçлет. Центр туллин ĕçлесе кайсан, кунне 10 пин çын ыйтăвне татса пама пултарĕ. Шупашкарта раштав уйăхĕнче ВТБ 24 банкра сервис центрне хута яма палăртса хунă. Енчен те вăл ĕçлесе кайсан, унта харăсах 1500 студент ĕçлеме тытăнĕ. Тĕплĕнрех



16 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter