Намибия Республикин Окаванго провинцийĕн делегацийĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Чăваш Ен тĕп хулине 545 çул çитнине халалласа иртекен мероприятисене хутшăнма килсе çитнĕ, Окаванго провинцийĕн  Намибия Республикин тата унăн тĕп хулин Рунду делегацийĕпе тĕл пулнă. Михаил Игнатьев хăнасене пирĕн республикăна килнишĕн тав тунă. Иртнĕ тĕл пулусенче калаçса татăлнă килĕшӳсем хыççăн, ял хуçалăх тытăмĕнче, мелиораци, промышленноçре хăш-пĕр лайăх утăмсем тума май килнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ хăнасене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен каласа кăтартнă,  малашне пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. «Халăхсем хушшинчи лару-тăру çĕнĕ шая тухать. Пирĕн тĕллев – Африкăпа Раççей çĕр-шывĕсем хушшинчи регионсен малашнехи килĕшĕве çирĕплетсе ӳстерсе пырасси», - тенĕ вăл.  Намибийский делегацийĕн членĕсем Чăваш Енре пулнă хыççăн хăйсен савăнăçĕсем çинчен каласа кăтартнă. Вĕсене ырăпа кĕтсе илнишĕн тав тунă. Хăнасен Чăваш Енпе тачă çыхăнса ĕçлеме кăмăл çуралнă. Вĕренӳ, агропромышленноç комплексĕпе, суту-илӳ, сывлăх сыхлавĕпе хула строительствин тытăмĕнче, промышленноçре те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки пĕлтернĕ. «Палăртнă çул-йĕрсем татах пур-ха, вĕсемпе те çыхăну тытса ĕçлеме тăрăшăпăр, пире сирĕн пуян опыт питĕ паха», - тенĕ Намибия Республикин  Хĕвел тухăç регионĕн Окаванго провинцийĕн Губернаторĕ Самуэль Мбамбо. Калаçăвăн официаллă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн, хăнасем  «Стрижи» Раççей ВВС аслă пилотажĕн авиаци ушкăнĕ вĕçев пултарулăхĕн кăтартăвĕсене пăхса килленнĕ.  Тĕплĕнрех



16 августа 2014
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter