Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Республикăра пурăнакансене физкультурăпа спорта явăçтарассишĕн, эпир утăм хыççăн утăм туса пыратпăр»

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта травматологи, ортопеди тата эндопротезированийĕн Федераци центрĕнче регионсем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ конференцие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Халăх пурнăçĕн тĕп пахалăхĕпе сывă хула палăртса хуни çинчен канашланă. Конференци ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Конференцие пухăннă хăнасене республика Пуçлăхĕ Шупашкар хула кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. «Раççей Федераци Президенчĕн Владимир Путинăн патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ, наци сывлăхне упраса хăварасси тата ăна аталантарса пырасси. Сывлăх сыхлавне миллиардсем  паянхи куна уйăрнă укçасен виçи ниме те пĕлтермĕ, енчен те Раççей Федерацийĕн гражданĕсем спорт юхăмне кĕрсе каймасан. Паян пирĕн республикăра спорт сооруженийĕсенче 46 процент  спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Республикăра пурăнакансенчен, кашни виççĕмĕшĕ спорта кăмăл туса çӳрет. Эпир кулленех, республикăри кашни çын спортпа туслă пултăр тесе, утăм хыççăн утăм туса пыратпăр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине палăртнă, çынсен пурнăнаслăхĕн çулĕ ӳссе пынине каланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова «Сывă хуласем» халăхсем хушшинчи юхăма хутшăннăранпа 10 çул çитнĕ ятпа Шупашкарсене саламланă. Вăл хула влаçĕсем хулара пурăнакансен сывлăхне çирĕплетессипе тата ăна упраса хăварассипе мĕн кирлине пĕтĕмпех тунине палăртнă. Канашлура «Сывă хуласем, районсем тата поселоксем» Ассоциацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Татьяна Шестакова, Атăлçи тăрăхĕнчи хуласен Ассоциацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ  Владимир Репринцев, «Пĕрлештернĕ хуласен тата Вырăнти влаçсем»  Пĕтĕм тĕнчери  организацийĕн  Евразий регион уйрăмĕн» халăхсем хушшинчи Ассоциацийĕн Генеральнăй секретарĕ Расих Сагитов тухса калаçнă. Регионсем хушшинчи конференци икĕ кун хушши пырать. Асăннă мероприятие тĕрлĕ хуласенчен 20 представитель тата Атăлçи хуласен Ассоциацийĕн членсем хутшăнма кăмăл тунă. Палăртнă мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ, çынсен пурнăçне тата сывлăхне лайăхлатассипе хальхи муниципалитетсен пуян опычĕсене тишкересси. Тĕплĕнрех

 



16 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter