Промышленноç предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш хут йĕркелесе ирттернĕ, пултаруллăх фестивальне хутшăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пĕрремĕш хут промышленноç предприятийĕсем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ пултарулăх ушкăнĕсене Шупашкар хулине 545 çул çитнĕ ятпа саламланă. «Шупашкар – ĕç мухтавĕн хули, çулсеренех лайăхланса, илемленсе, çĕкленсе, аталанса пырать. Хăнасем яланах пире, çакăн пек илĕртӳллĕ хулара пурăннишĕн ăмсанаççĕ. Илемлĕх - пĕтĕмпех хамăртан килет, мĕн чухлĕ ытларах тавралăха тирпей-илем кӳртессишĕн тăрăшатпăр, хула тата та капмарланса хитреленсе пырĕ.  Демографи лару-тăрăвĕ юлашки виçĕ çул хушшинче ӳссе пыни, çемьесенче виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачасем çурални, халăх ыранхи куна шанса пурăннине пĕлтерет. Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ, кашни çемье тăнăçлăхне упраса хăварасси, кашни пурăнаканăн кăмăл-туйăмне лайăхлатассишĕн тăрăшасси», - тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Фестивале хутшăннисене республика Пуçлăхĕ Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă. Вĕсене çакăн пекех хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та ăшшăн саламланă. Пĕрремĕш хут, пуçласа фестивалĕн пысăк сцени çине тĕрлĕ професси представителĕсем тухнă. Хăйсен пултарулăхне, тавра курăмлăхне хавас кăмăлпа кăтартса панă. Паллах, сцена çинче тĕрлĕ жанр ăстисем пухăннă, Хĕвел тухăç ташшисене, шӳт,  тăван халăх юррисене, хамăрăн хула çинчен çырнă сăвăсене вуласа панă. Тĕплĕнрех



16 августа 2014
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter