Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн халăх артисткипе Лариса Долинăпа тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн халăх артисткипе, джаз юрăçипе, паллă эстрада çăлтăрĕпе Лариса Долинăпа тĕл пулнă. Сумлă хăна, Чăваш Республикин тĕп хулине 545 çул тултарнине халалласа ирттерекен уяв мероприятине килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ, паллă юрăç Раççей эстрадинче пысăк витĕм кӳнине асăннă, нумай çулсем хушши халăха хăйĕн илемлĕ те тыткăна илекен юррисемпе савăнтарса, куракансен кăмăл-туйăмне çĕкленине каланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Лариса Долина юррисем юратупа шанăçлăха, ырă кăмăллăх туйăмне çуратнине палăртнă.  Лариса Долина Шупашкар хули питĕ килĕшнине асăннă. Ăна Раççейри регионĕсенче юрлама ытларах килĕшнине палăртнă. Çитес уяв концертне вăл Крыма палăртса хунă.   Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра, каçхине 21:00 сехетре уяв концерчĕ пулĕ. Уяв каçĕнче хăйĕн илемлĕ юррисене хула çыннисене парнелĕ. Концерта Чăваш Наци телекуравĕн тӳрĕ эфирĕнче тата Официаллă порталта  çак адреспа mms://media.cap.ru/ntrk21 курма пулать.

Тĕплĕнрех



17 августа 2014
18:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter