Шупашкар хула кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе «Çăлтăрпа пĕрле - ирхи зарядкăна» уява хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн çемйипе йăлана кĕнĕ спорт тата сывă пурнăç йĕркин «Çăлтăрпа пĕрле - ирхи зарядкăна» уява хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра  спорт уявне  пухăннă халăха, республика Пуçлăхĕ Шупашкар хулине 545 çул çитнĕ ятпа саламланă. Ирхине çăлтăрпа пĕрле ирттернĕ зарядка кунĕпех уявра савăк кăмăл туйăмне хăпартма пулăшать. Республика Пуçлăхĕ пурне те, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, спортпа туслисене, харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшакан çынсене тав сăмахĕ каланă. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин пирĕн патне пысăк шанăç çуратнă. Чăваш Енре  2014 çулта юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче  «Раççей — спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери  халăхсем хушшинчи спорт форумне ирттерме палăртса хунă. Ку пирĕн, пурсăмăрăн та çĕнтерӳ. Сире пурне те саламлатăп. Çынсен чĕрисене спорт пĕрлештерет. Спорт, яланах сывă пултăр! Мухтав, спорта юратакансене!», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.   Хула кунĕнче ирттернĕ ирхи зарядкăна  темиçе пиншер  хула тулашĕнчен хăнасем пуçтарăннă, тĕрлĕ çулсенчи çынсене пурне те спорт пуçтарчĕ.   Уявăн ятарлă хăнисем шутне Шаолиньский монастырь монахĕсем тата Намибия Республикин Окаванго провинцинчен килнĕ делегаци кĕнĕ. Вĕсем çынсене хăйсен илемлĕ хусканăвĕсемпе паллаштарнă.  Зарядка иртнĕ хыççăн, Шупашкар заливĕн варринче «Аквабайк-Шоу» чуна çĕклекен тĕлĕнмелле пысăк пулăм пулса иртнĕ. Шывра усă куракан хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан  техникăсемпе Хусантан килсе çитнĕ опытлă спортсменсем, аквабайкер каскадерсем пухăннисене хйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Ун хыççăн, уява пухăннисем «Стрижи» («Вĕршĕн») Раççей ВВС аслă пилотаж авиаци ушкăнĕн тĕлĕнмелле пысăк пултарулăхне курса савăнчĕç. Палăртса хăваратпăр, Шупашкара уява çак ушкăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕпе Сергей Шайгупа калаçса килĕшнине кура килсе çитнĕ. МиГ-29 вĕçевçисем 200-тен пуçласа 1,6 пин метр çӳлĕшĕнче 300-тен пуçласа 800 км/ч хăвăртлăхпа вĕçнĕ. «Стрижи» («Вĕршĕн») пилотаж ушкăнĕн 21-мĕш кăтартуллă мероприятийĕ, палăртма кăмăллă, Раççейĕн 21-мĕш регионĕнче – Чăваш Республикинче иртнĕ. Тĕплĕнрех

 



17 августа 2014
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter