Шупашкарта пурăнакансем тата килнĕ хăнасем, уяв мероприятийĕсен шайне пысăк хак панă, питĕ усăллă тата интереслĕ тенĕ
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту, Шупашкар хулине йĕркелесе янăранпа 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетесси пулнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уяв мероприятийĕсенче 300 пин ытла хула çыннисемпе хăнасем пухăннине палăртнă. Шупашкарти аэропортра РФ «Стрижи» пилотаж ушкăнне ачасем курса савăннă. Унта Шупашкарти ача-пăча кану лагерĕсенчен тата шкулсенчен ачасем пулнă. Вĕсем вĕçмелли аппаратсемпе паллашнă, МИГ истребитель кабинине кĕрсе курнă, çак мероприятисенче 6,5 пин ача-пăча хăйсен кăмăлне тултарнă. Михаил Игнатьев уявсене хатĕрлеме пулăшнисене тата мероприятисенче хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ каланă. Уяв чăнласах та питĕ пымсăк шайра иртсе кайнă, палăртма кăмăллă мероприятисем хыççăн тасалăха тытса пыни те куç кĕретех. Хулана килнĕ хăнасемпе кунта пурăнакансем уява пысăк хак панă. Пĕтĕмпех мероприятисем хаваслă иртнĕ. «Пирĕн тăрăха килсе çитнĕ сумлă хăнасем Чăваш çыннисем сăпайлă тата таса чунлă пулнишĕн ырăпа асăнса хăварнă», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов Шупашкар хула кунĕнче ирттернĕ уяв мероприятийĕсенче йĕрке пăсассинчен 500 полици сыхăн тăнине палăртнă. Ĕç курăмлă, йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх те пулманни савăнтарать. Республика Пуçлăхĕ хула ертӳлĕхне Шупашкар хулине йĕркелесе янăранпа 550 çул çитессине те халех хатĕрленме пуçламаллине палăртнă. Ун чухне уява тата та вăйлăрах ирттерме сĕннĕ. 2014 çулта Чăваш Республикинче газ кĕртессин ĕç планĕн графикĕ еплерех пурнăçланса пыни çинчен Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков каласа кăтартнă. Чăваш Енре газ пăрăхĕсене 15 пин çухрăм çинче вырнаçтармалла. Раççейре Чăваш Ен пилотлă регион шутне кĕнĕ. Ĕçсене пирĕн тăрăхра «Газпром» АУП йĕркелесе пырать. Ятарласа 2012-2015 çулсем валли газ пăрăхĕсене тăсса кăвак çулăмпа тивĕçтерме инвестициллĕ программа йышăннă, ĕçсене пурнăçлама 500 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Программăна Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕсене газ валеçмеллин система объекчĕсене хута яма тата Шупашкарăн Атăл леш енчи газпа тивĕçтерекен объектсен проекчĕсене хатĕрлеме кĕртсе хăварнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, енчен те маларах газпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама ытларах регионсен бюджетĕнчен тăкакланнă пулсан, халĕ вара пĕтĕмпех асăннă ĕçсене Газпром йĕркелесе пынине палăртнă. «Чăваш Ене Газпром 1 млрд.тенкĕ патнелле уйăрма палăртнă. Çӳлерех асăннă ĕçсене хута ярсан, Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн, туризм, стстроительство, предпринимательсене аталанса пыма тата та меллĕрех пулĕ. Пирĕн Чăваш Енри ĕç климатне лайăхлатассишĕн ытларах тăрăшмалла», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртсе ярассин ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, Пĕрлĕхлĕ информаци ресурсĕнче пурĕ 186 çĕр вырăнĕ çинчен информации пуррине каланă, вĕсен лаптăкĕ 532 га йышăнать. Республика Пуçлăхĕ муниципалитет çĕрĕсемпе пĕлсе тата эффективлă усă курмаллине чĕнсе каланă. «Çĕрсене ĕçе кĕртсе ямалла. Инвесторсене ытларах явăçтармалла. Вĕсене валли тĕрлĕ условисем йĕркелемелле. Асăннă ыйтупа пур районсемпе хуласенче те кирлĕ пек тимлĕх уйăрса ĕçлеменни, çĕрсене рынокри хакпа сутманни сисĕнет», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ.