Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ тĕп торжествăлла пулăма хутшăннă

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе Шупашкар хула кунĕнче «Пултарулăх бульварĕ» арт-проекта çитсе килнĕ. Асăннă пулăм Гагарина урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çитиех тăсăлнă. Интерактивлă ятарлă вырăнсенче 545 артист тата тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма кăмăл тунă. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Хĕрлĕ площадьре Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Мероприятие Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенантчĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов хăйĕн мăшăрĕпе, Чăваш тата Шупашкар Митрополитчĕ, Чăваш Республикин Епархийĕн уравляющийĕ  Владыка Варнава, тĕрлĕ служба ертӳçисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула ертӳлĕхĕ, общество организацийĕсем, «Стрижи» аслă пилотсен ушкăнĕ тата та ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев Шупашкар халăхĕпе пуçтарăннă хăнасене Хула кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. Пурне те хамăрăн юратнă хулана илемлĕ тăвассишĕн чуна парса ĕçленишĕн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов хăйĕн сăмахĕнче, уçлăхран, çӳлтен, тӳперен сывлăшран илемлĕ Шупашкар хулине пăхса килленме тата та ытларах кăмăллă пулнине палăртнă. Шупашкар чăнласах та илĕртӳллĕ хула тесе çирĕплетсе каланă. Чăваш тата Шупашкар митрополитчĕ Варнава пурне те мирлĕ пурнăç, ырăпа юрату суннă. Тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшнишĕн тав тунă.  Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв каçĕ Лариса Долина концерчĕпе тата фейерверкпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



18 августа 2014
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter