Тĕнче шайĕнчи "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумне йĕркелесе ирттерме Чăваш Енре хатĕрленӳ тапхăрĕ пуçланнă
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕнче шайĕнчи "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумне кăçал Шупашкарта октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче тата çавăн пекех Чăваш Ен тĕп хулинче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тимлекен совет ларăвне йĕркелесе ирттермеллин комитечĕн пĕрремĕш ларăвне пуçтарнă. Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пирĕн республика патне пысăк шанăç çуратнине асăннă. Пысăк маштаблă мероприятине кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттермелли çинчен канашланă. Форума хатĕрленни çинчен Чăваш Республикин спорт министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Яковлев каласа кăтартнă. Паянхи кун тĕлне, асăннă форум ĕçне хутшăнма кăмăл тунисен хисепĕ 3,8 пин çын пулнине палăртнă. Хăнасене куçса çӳреме сывлăшра çӳрекен техникăсемпе тата чукун çул транспорчĕсемпе тивĕçтерме палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкрта иртекен мероприятисен тавралăхне тирпей-илем кĕртессишĕн комплекслă ĕçсем йĕркелеме палăртса хунă. Хăнасене пулăшма çамрăк студентсемпе вĕренекенсене 500 яхăн çын явăçтарма палăртнă. Культура программин йĕркине хатĕрленĕ, хăнасене экскурси, музей, театр ĕçĕсемпе паллашма ирĕк пулĕ, тĕрлĕ концерт программисене те палăртнă. Форум вăхăтĕнче, хальхи спортăн çĕнĕлĕхĕ тата пуласлăхĕ çинчен пысăк курав ĕçлĕ. Хăш-пĕр уйрăм пысăк мероприятисен саманчĕсене телекуравра, радиопа Интернетра курма тата итлеме май пулĕ. Михаил Игнатьев Форум иртнĕ вăхăтра республикăри культурăпа кану çурчĕсен ĕç вăхăчĕн тапхăрне ытларах тăсма сĕннĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула администрацисен, хуласен сăн-сăпатне илемлетессишĕн çине тăрса ĕçлемеллине каланă. Спорт объекчĕсенче сусăрланнă çынсене пăхса тăма Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çине яваплăх тăратнă.