Арçын ачасем ытларах çуралнă

2014 çулхи çичĕ уйăхра районти ЗАГС пайĕ 370 акт регистрациленĕ. Вĕсенчен 98-шĕ ача çурални çинчен. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 54 арçын ача, 44 хĕр ача кун çути курнă. 37 çемьере пĕрремĕш пепке çуралнă, иккĕмĕш «кайăк» 31 çемьене вĕçсе кĕнĕ, виççĕмĕшĕ  22 ашшĕ-амăшĕн хушăннă. Тăватшар çемьере тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш пепкесем çуралнă.

Çав вăхăтрах çемье çавăракансен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан чакни сисĕнет. Пĕлтĕр кăрлач-утă уйăхĕсенче 46 туй пулнă пулсан, кăçал 44 мăшăр çеç пĕрлешнĕ. Мăшăрсем хушшинче уйрăласси те чакнă. (Элĕк районĕ)

Вилни çинчен 188 акт çырнă.

 



19 августа 2014
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter