Шупашкарта Солянăй чукун çул тăкăрлăкĕнче пулса иртнĕ инкек çинчен
Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар урлă иртекен Солянăй тăкăрлăкăн чукун çул лаптăкĕнче КамАЗ автомашинăпа таварсем турттаракан чукун çул транспорчĕ çапăннă. Чи пирвайхи хыпарсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, грузовик водителĕн айăпĕ пулнине палăртнă. Семафор çула тухма юраманни çинчен сигнал панă пулин те, водитель нимĕн пăхмасăр каçса кайма хăйнă. КамАЗ водительне сусăрланнă хыççăн, больницăна ăсатнă, унăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх çуккине палăртнă, инкекре урăх айăпланнисем çук, керосин тиенĕ цистерна çаврăнса ӳкнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне, Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнăскерне, Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хыпара телефонпа пĕлтернĕ хыççăн, тӳрех республика Пуçлăхĕ ДТП инкекне сирсе яма кирĕ пек ĕçсем вырăнта йĕркелесе ирттерме хушнă. Каçхи 16 сехет те 30 минут тĕлне, инкек пулнă çул çинче пĕтĕмпех тирпейлĕ, черезвычайлă лару-тăру пулас хăрушлăх çук. Тĕплĕнрех