Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх, видеоконференци ирттернĕ. Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин хăйĕн доклатĕнче, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне, Чăваш Енре 581 çын Укранинăран тарса куçса килнисем пурăннине палăртнă. Вĕсенчен 83 çын ирĕксĕр куçса килнĕ майпа, ятарлă çуртсенче пурăннине пĕлтернĕ. Нумайăшĕ, уйрăмшарăн хăйсем тĕллĕн куçса килнине асăнса хăварнă. Ун пеккисем хăйсен тăванĕсем патĕнче е тата вăхăтлăх çурсенче тӳлесе пурăннине каланă. Муниципалитетсен социаллă службăсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемеллине палăртнă, кун пек çынсене тупса палăртмаллине, вĕсене те кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕçтерме тăрăшмаллине асăннă. Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна куçса килнисен виçĕ кун хушшинче ирĕксĕр куçса кини çинчен ĕç хутне йĕркелесе çитерме май пуррине каланă.  Çак документсем, паллах вĕсене ĕçе вырнаçма тата Раççейре пурăнма ирĕк параççĕ. Тата та 390 çын Украинăран килсе çитĕ, вĕсене ĕçпе те тивĕçтересси кун йĕркинчех пулĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, çак куçса килнĕ кашни çынна  федераци бюджетĕнчен кашни кун 800 тенкĕ уйăрса пама килĕшнине пĕлтернĕ. «Эпĕ чăнласах та тав тăватăп çав çынсене, камсем Украина халăхне хăйсем патне йышăнма кăмăл тунишĕн. Администраци пуçлăхĕсем, пĕтĕмпех хăйсем енчен мĕн кирлине ĕçсене çителĕклĕ таран хатĕрлеççĕ. Паян, паллах вĕсене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшмалла. Хăш специальноçсемпе ытларах çынсем çитмеççĕ, çавăнта вырнаçтарсан вырăнлă пулĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Украинăра лару-тăру кунсерен йывăрлансах пырать. Çавăнпа та пирĕн яланах хатĕр пулмалла, пирĕн тăрăха куçса килекенсене вăхăтра йĕркелесе вырнаçтарма, - тенĕ. Республика Пуçлăхĕ уйрăм муниципалитетсене кайса килнĕ хыççăн пăтĕмлетӳ ĕçĕсем çинчен чарăнса тăнă. Сăмаха май, Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене лавккасенче сахал вырнаçтарнă пирки асăннă. Унсăр пуçне, муниципалитетсен ертӳçисене, вырăнта халăхран сĕт пуçтарасси пирки ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. Хăш-пĕр районсенче сĕт хакĕ пĕчĕк пулни халăха пăшăрхантарать. Республикăра Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче регистраци мĕнле пурнăçланса пыни çинчен Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева тĕплĕн паллаштарнă. Министр доклатне итленĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă Портал çинчен халăха анлăрах паллаштарма кирлине каланă, унти çăмăллăхсемпе усă курса ĕçлеме сĕннĕ. «Пирĕн тĕллев – информаци технологийĕсем урлă, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене илме çăмăллатасси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Информаци политикин министрĕ 2014 çулăн  иккĕмĕш çур çуллăха хаçат-журналсене çырăннин ĕç кăтартăвĕсем çинчен те чарăнса тăнă. «Почта России» ФГУП пулăшăвĕсен хакĕ ытларах ӳснине асăннă, ăна пула хаçат-журналсене çырăнтарассин хакĕ те ӳсни сисĕннине каланă.  Видеоконференцире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин çумĕ – Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова Администрацине халăхсем харпăрхăй ыйтăвĕсемпе килнин пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Тĕплĕнрех

 



02 августа 2014
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter