Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăш десант çарĕсен кунне халалланă пулăма хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Шупашкарта ВДВ кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Раççей сывлăш десантникĕсен çарĕн салтакĕсем яланах Тăван-çĕршыва парăнса, хăйсем çине илнĕ яваплăха шанчăклăн пурнăçласа тĕслĕх вырăнĕнче  пулнине палăртнă. «Тĕнчери мĕн-пур ĕçсене, йĕркесене хӳтĕлекенсем çине, паттăрла салтаксене пăхса çитĕнет пулас çамрăк яш салтаксем», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре курăмлăн ĕçлесе пыракан ветеран десантниксене тав сăмахĕ каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Федераци Президенчĕ патшалăхăн ăслă политикине тытса пынине каланă.  Пирĕн республикăра паян, обществăлла политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă аталанса пырать», - тенĕ. Уява пухăннисем умĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Çăлтăр Орден кавалерне, «Десантниксен пĕрлешĕвĕ» общесто организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн канашĕн председательне Игорь Кашаева, çак асăннă канашăн членĕсене, Хĕрлĕ Çăлтăр Орден кавалерне Юрий Григорьева, çамрăксене çарпа патриотизм воспитани парас проектсен ертӳçине тата  Хĕрлĕ Çăлтăр  Орден кавалерне, десантниксен пĕрлешĕвĕн регионсем хушшинчи  Чăваш Енри уйрăмĕн правлени членне, çарта пуçне хунисене ĕмĕрлĕх асра тытас енĕпе ĕçлесе пыракан ертӳçĕне Евгений Васильева Чăваш Республикин символикиллĕ алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех



02 августа 2014
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter