Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шупашкарти икĕ компание çитсе килнĕ

 Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шупашкарти производство объекчĕсене çитсе килнĕ. Чи малтанах республика Пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен  «Чебоксарское УПП «Энергия» ООО предприятийĕнче пулнă. Организаци электричествăна çыхăнтармалли тĕрлĕ хатĕрсем кăларассипе тимлет. Кунта пурĕ 84 çын вăй хурать, вĕсенчен 49-шĕ сусăрланнă çынсем. Куç курманнисем ытларах электричество машинисене хатĕрленĕ çĕртре ĕçлеççĕ.  Предприятире калăпланса тухакан хатĕрсене    Ижевск хулинчи «Аксион» ООО, «Альфа»  акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ, Шупашкарти «ЧЭАЗ» АУП тата Саратов хулинчи «Равелин» ООО ытларах ыйтаççĕ. Организаци çĕнĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать. Крафт хутран пакетсемпе темиçе хутлă михĕсем калăплама хатĕрленет, ăна пула çынсене валли хушма 16 ĕç вырăнă тупăнĕ. Проекта пурнăçа кĕртес тесе, федераци бюджетĕнчен субсиди 5,6 млн. тенкĕ уйăрнă, унсăр пуçне тата та 2,4 млн. тенкĕ кирлĕ пулĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх тивĕçтерекен пулăшăва кура, айăпланнă çынсене валли ĕç вырăнĕсем пулĕç, - тенĕ. Хыççăн республика Пуçлăхĕ «Мегафон» ушкăнăн офисне çитсе килнĕ. Палăртнă компани Чăваш Енре ĕçлеме тытăннăранпа 10 çул çитнине кăçал паллă тăвать. Вĕсем тивĕçтерекен пулăшусем Чăваш Енре пур çĕрте те кирлĕ пек,  95 процента çитет.  Республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май, Михаил Игнатьев «Мегафон» компанире ĕçлекенсемпе курса калаçнă, пухăннисене республикăн 7 уйăхри социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсем çинчен, Чăваш Енре юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ пуласси пирки, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни çинчен каласа кăтартнă, компанире ĕçлекенсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



20 августа 2014
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter