Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет
Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Асăннă мероприятийĕн тĕп темисем: республикăн социалă экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухасси, республика бюджетне тишкересси, çĕнĕ вĕренӳ çулне Чăваш Енри вĕренӳ учрежденийĕсене хатĕрлесе çитернин ыйтăвĕсем пулĕç. Унсăр пуçне информаци ушкăнĕсен членĕсем ял хуçалăхĕнчи вырма ĕçĕсене те сӳтсе явĕç, 2014/2015 çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси тавра калаçĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурте усă куракан пурлăхсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес ыйту та кун йĕркинче. Пĕрлĕхлĕ информаци ушкăнĕсем республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласене çитсе ял тăрăхĕсенчи халăхпа тĕл пулса калаçĕç, вĕсене кăсăклантаркан ыйтусем çине хурав парĕç. Çак кунах граждансене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе те йышăнма палăртса хунă.