Михаил Игнатьев Мускавра ларусене хутшăннă

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвне хутшăннă. Ларăва Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Йĕркелỹ комитечĕн членĕсене вăл форума ирттермелли вырăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин суйласа илнине пĕлтернĕ. "Тỹрех калас тетĕп - Президент ăнсăртран суйламан. Вăл çакна шута илнĕ - Чăваш Республикинче юлашки çулсенче физкультурăпа спорт лайăх аталанса пыраççĕ. Кунта пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме условисем туса параççĕ, спортпа туслисен йышĕ ỹсет. Спорт резервне хатĕрлемелли тытăма çĕнетсе улăштарнă, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен пурлăх бази çирĕпленет, çĕршывăн наци пĕрлехи командисенче республика çыннисем йышлă. Чи кирли тата - республика юлашки çулсенче пысăк спорт форумĕсемпе турнирсем ирттерекен центр пулса тăчĕ. Çавăнпах Владимир Владимирович Путин "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума Шупашкарта ирттерме йышăнчĕ", - палăртнă Виталий Мутко. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх - Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне Шупашкарта йышăнасси республикăшăн пысăк чыс тата яваплăх. Çавăнпа ЧР Министрсен Кабинечĕ, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, общество организацийĕсем, Шупашкарта пурăнакансем ĕçе хастар пуçăннă. Спорт форумне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвне хатĕрлесе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Форума хутшăнакансене транспортпа тивĕçтермелли схема туса хатĕрленĕ. Вĕсене сывлăш тата чукун çул транспорчĕпе илсе килĕç. Аккредитациленĕ хăна çурчĕсен списокне палăртнă. Унта 43 хăна çурчĕ - 28 тĕп (2932 вырăн хатĕрленĕ) тата саппас 15 çурт (хушма 500 вырăн). Форума хатĕрленсе культура программин концепцине йĕркеленĕ. Вăл форумăн тĕп лапамĕсенче мероприятисен сценарийĕсен никĕсĕ пулĕ. Ĕçлекен тата халĕ тăвакан спорт объекчĕсене, çав шутра Шупашкарти нумай функциллĕ, 7 пин вырăнлă универсал центрне (пăр аренăна) кайса курассине йĕркелĕç. Форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курасшăн. "Шансах тăратăп, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, тĕрлĕ йышши ĕçлĕ, культура форумĕсем ирттерсе пухнă опыт пире çĕршыв общественноçĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие чи çỹллĕ шайра ирттерме пулăшĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев.

ЧР ПУÇЛĂХĔН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ПРЕСС-СЛУЖБИ.



Сĕнтĕрвăрри районĕн хаçачĕ
20 августа 2014
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter